Ҫӑмламас тусӑм

2 Ака, 2020

Манăн юратнă йытă пур. Вăл Тапсик ятлă. Шкула кайман кунсенче эпир унпа кунĕпех пĕрле. Тапсик хитрескер, çăмламас, куçĕ пысăк та ăслă. Вăл манпа пĕр çулта. Эпĕ хамăн çуралнă куна паллă тунă чухне ăна тутлăрах çитерме тăрăшатăп, торт касăкĕпе сăйлатăп.

Тусăм кушаксемпе туслă. Хĕллехи сивĕ кунсенче мăр-мăрсем Тапсикпа пĕрле çывăраççĕ. Вăл кушаксене кӳрентермест. Лешсем те йытă лайăх та ырă пулнине кура пĕр йăварах çăвăрлаççĕ. Тапсик пĕчĕк çурасене тĕкĕнмест. Хăйне тин сунă сĕт ярса парсан малтан кушаксене хăналать. Айккинчен сăнама питĕ кулăшла, ман валли те пăртак хăварăр-ха тенĕн хӳрине пăлтăртаттарать, нихăçан та хар! тумасть.

Тапсик вăтанчăк. Пирĕн умра çимест, эпир кайсан çеç апачĕ патне пырать. Вăл килтисемпе питĕ ачаш. Ют çын килсен хытă вĕрет, никама та кĕртмест. Эпир тухсан лăпланать те айккине кайса куçран тинкерет. Çăмламас тусăмпа ял çумĕнчи вăрмана çӳреме кăмăллатпăр. Эпĕ Тапсика юрататăп. Вăл çĕр çинчи чи лайăх йытăсенчен пĕри.

www.hypar.ru

Ирина КОШЕЛЕВА, 5-мĕш класс.

Йĕпреç районĕ, Çăкалăх шкулĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.