САМАНТЛĂХ ТА КАНĂÇ ÇУК

1 Утă, 2015

Ача час-часах кутăнлашать. Ăна лăплантарма мĕнле мелсем пулăшаççĕ-ха? Психологсем çапла сĕнеççĕ.

1. Эсир ачăра, унран мĕн кĕтме пулнине лайăх пĕлетĕр, часах аçа-çиçĕм пуçланасса малтанах туятăр. Çак самант çитсен куçсене чарса пăрахса: "Пуçлана-а-ать!"- теме кирлĕ мар. Ачăра мĕнпе те пулин илĕртме тăрăшăр, мĕн те пулин кăтартăр, каласа парăр, кăсăклă ĕç хушăр.

2. Ача сире хăйне кирлине пурнăçлаттарас тĕллевпе мĕншĕн те пулин айăплама е туссем умĕнче намăслантарма пултарать. Е хăйне шеллеттересшĕн йĕрмешет - ачасем çак чеелĕхе мĕн пĕчĕкрен пĕлеççĕ. Сирĕн тĕллев - хăвăр йышăнуран чакмасăр çирĕп тăрасси. Енчен те кутăнлашу-çухăрашу эсир парăннипе вĕçленсен кĕтсех тăрăр - ача малашне хăйĕнне шăпах çак мелпе пурнăçлаттарма тытăнать.

3. Ачана унăн туйăмĕсене ăнлантарса парăр. "Манăн пуç ыратать, эсĕ вара мана шкула ярасшăн!"- çухăрашать вăл. Эсир: "Тĕрĕслев ĕçĕнчен хăранипе шкула каясшăн пулманнине пĕлетĕп-ха",- тесе хуравлатăр. Ача каллех йĕрмĕшет: "Эсĕ япăх анне!" Эсир ăна: "Çĕлĕк тăхăнасшăн мар кутăнлашатăн-ха. Сана урамра унсăр меллĕрех туйăнать ĕнтĕ. Анчах урамра сивĕ, çĕлĕксĕр тухсан чирлеме пултаратăн". Çакăн евĕр малалла...

4. Пиçиххи пирки пачах манăр! Вăл ачана кÿрентерет, ăна ним вырăнне те хуманнине палăртать. Хăвăр унран вăйлăрах пулнине кăтартас килет-и? Лăпкăн та çирĕппĕн хăвăрăнни çинчех тăрăр. Çитĕннĕ çын вăйĕ шăпах çакăнта ĕнтĕ.

5. Ачан энерги тапса тăрать. Паллах, унăн пăсне кăлармаллах. Урăхла май çук пулсан - çухăрашса-тапкалашса. Тĕпренчĕкĕре кăсăклантаракан ĕç тупса парăр: чуптăр, роликпе ярăнтăр... Сĕнÿ ансат, çапах та ачана илĕртме меллĕ, унăн кутăнлашма вăхăт та, вăй та юлмĕ.

6. Ачăрпа çивĕч ыйтăва мĕн чухлĕ ытларах /çĕр хут та!/ сÿтсе яватăр, пĕр чĕлхе тупма çавăн чухлĕ çăмăлрах. Вăл мĕн каланисене итлĕр, "Ку айвалăх",- тесе алă ан сулăр. Сирĕн шухăшпа чи пысăк айванлăх шутланакан тĕслĕх те ачана аптратса ÿкерме пултарать. Тÿсĕмлĕ пулăр, ăнланма вĕренĕр.

7. Чи йывăрри - ача куççуль шăпăрттатарсах юхтарнă вăхăтра хăвăра лăпкă тытасси. Ача асапланать вĕт-ха, амăшĕн пулăшмасăр мĕнле чăтса тăрас. Çапах та ку лару-тăрура эсир лăпкă пулни ачана кутăнлашни нимĕн те улăштарманнине туйса илме май парĕ.

8. Каçарăр! Ашшĕ-амăшĕнчен чылайăшĕ воспитани парас тĕллевпе ачана пусаракан витĕм кÿрет. Тĕслĕхрен, айăпне туйтăр тесе унпа чылайччен калаçмасăр пурăнать е ачи мĕнле япăх тунине, вăл кутăн пулнине тăтăшах аса илтерет. Çакна пула ача ялан стресс лару-тăрăвĕнче асапланать. Ку хирĕçÿллĕ самантсене нумайлатать. Ача япăх турĕ-и? Айăпне йышăнтăр, каçару ыйттăр, урăх ун пек ан тутăр.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.