"Самант" журнал, 9 №, 2019 çул

27 Авăн, 2019

ÇĔНĔ НОМЕРТЕ:
ЫЙТĂМ. Пирĕн вулакансем илеме мĕнре кураççĕ?
ПИРĔН ТАНТĂШ. Йĕкĕт библиотекăра ĕçлени тĕлĕнмелле пек-и? Мĕнле çил хăваласа килнĕ Патăрьел каччине республикăри ача-пăчапа çамрăксен библиотекине кĕрсенех?
ЧУН ЫРАТАТЬ: ПУЛĂШĂР! Килĕшекен йĕкĕте мĕнпе кăсăклантармалла?
ТЕАТР. Мускаври Щепкин ячĕллĕ института вĕренме кĕрес тесе Петр Садовников пиншак хывмасăр "вутă çурнă".
ТИШКЕРŸ. Юрăçсем ăçта ĕçлеççĕ?
КУЛЬТУРА ХУРАНĔ. Владисла Московцева Çеçпĕл сăнлă теççĕ. Олеся Руссакова телекуравран кайнă-и? Сергей Петрова ТНТ валли ташлама сĕннĕ. Юрăçсем - Правительство çуртĕнче.
ТУСЛĂХ КĂШĂЛĔ. Хĕвел анăç Африкăри Гана патшалăхĕнче çуралса ÿснĕ Маргарет Диваминăпа паллашма сĕнетпĕр.
ХИТРЕ ТУМЛАНАР-И? 2019-2020 çулхи кĕркунне-хĕлле каччăсен мĕн тăхăнмалла?
ÇУЛ ÇŸРЕВ. Юратнă журналăн редакторĕ Елена Атаманова Крымра пулнă. Митридат тăвĕ мĕнле пулăмпа асра юлнă-ши?
"САМАНТ" ХĂНИ. Вера ЛУКИНА: Илем мар, ырă кăмăл тĕнчене çăлать.
ТРУД КРУТ. "Я всегда мечтала о друзьях со всей России. За две целины моя мечта сбылась..."
ЫРĂ ТĂВАКАН. И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ студенткине Мария Вишневскаяна волонтер пулма мĕн хистенĕ?
КАЛАВ. ..."Тăрăр! Смирно!" - каллех янăраттарса янă Солдатов. Тин кăна çар ретне тăнă салтаксем сĕтел хушшинчен чалт! çеç сиксе тăнă. Пĕри - яшкине, тепри чейне тăкса янă, виççĕмĕшĕ çăварти çăкăрĕпе хытса тăнă. "Асаттесем" çеç каллех хырăм тытса ахăлтатса ларнă. (Микул ПУЛАР "Тĕшмĕртмен салтак")
ЮРАТУ-ЫРАТУ. Кулли тесен вара... тути хăлха патнех çитет.
РЕДАКЦИ ПОЧТИНЧЕН. Виççĕмĕш ачан ашшĕпе те çул уйрăлчĕ.
МАТТУР. Тăвай районĕн Кармал каччи рэп вулать.
ФОРУМ. "Тĕрĕксен ылтăнĕ" - Шупашкарта

ŸНЕР ТĔНЧИ. Колготкăран - клеш-шăлавар.
ЧР ХĔРЛĔ КĔНЕКИНЧЕН. Суккăр арлан çемйи пĕр аçаран тата пĕр е икĕ амаран тăрать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.