"Самант" журнал, 7 №, 2019 çул

ÇĔНĔ НОМЕРТЕ:
ЫЙТĂМ. Самолет çинчен паллăмарлăха пусма çăмăл-и? Парашютпа сикнĕ чухне мĕн туятăн?
ПИРĔН ТАНТĂШ. Мас-рестлинг спорчĕ ăна Кабарда-Балкарири, Калугăри, Саратоври тата Раççейĕн ытти кĕтесĕнчи ăмăртусене илсе çитернĕ. Халĕ Анастасия Аппакова Пушара хирĕçле пропагандăн тата общество çыхăнăвĕсен центрĕн методисчĕ.
ЧУН ЫРАТАТЬ: ПУЛĂШĂР! Ачана пĕрле вĕрентекенĕсем кÿрентерсен мĕнле пулмалла?
ТЕАТР. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ сезон вĕçленĕ май Николай Гоголь повеçĕ тăрăх "Шинель" драма лартнă.
ТИШКЕРŸ. Юрăçсем мĕнрен хăраççĕ? Эсир çаплах нимрен те хăрамастăр-и? Апла эпир сирĕн пата пыратпăр!
ПĂШĂЛ-ПĂШĂЛ. "Московский эпир санпа". Иван Архипов - кĕтÿçĕ. Александр Васильев мăнукне интернетра пулăшать. Саша Çиларман çавăрттарать.
ТУСЛĂХ КĂШĂЛĔ. Качча кайма хатĕрленекен кашни хĕрĕн тупра валли кавир тĕртсе хумалла. Агул халăхĕн йăли-йĕркипе Роза Комиссарова паллаштарчĕ.
ИЛЕМЛĔХ СТУДИЙĔ. Каччăсен кăçал мĕнле сумка суйламалла?
ÇУЛ ÇŸРЕВ. Израиле çитсенех чăматан çухалнă, телефон та "ураланнă".
"САМАНТ" ХĂНИ. Илья Куликов стоматолог: "Пур шăла тасатмасан та юрать, кирлисене çеç".
ТРУД КРУТ. "Наш день начинается ранним утром и заканчивается далеко за полночь. Порой мы встаем в 6 утра, а ложимся спать лишь под утро следующего дня..." - рассказала Екатерина Иванова, боец медотряда "Вита", созданного на базе ЧГУ им. И.Н.Ульянова.
ПРОФЕССИРИ ПĔР КУН. "Комбайнпа ĕçленĕ çын темĕнле техникăна та çăмăллăнах парăнтараять", - тет Ухтари "Севергеофизикăн" сейсмотĕпчев партийĕнче ĕçлекен Александр Карлинов.
ТĔПЕЛ. "Пĕртăвансем" ушкăнпа тутлă шÿрпе пĕçертĕмĕр.
ÇЕМЬЕ ВУЛАВĔ. "Тăп! чарăнчĕ Катя. Ун çине пĕр хÿхĕм каччă чеен пăхса тăрать. Аллинче - курупкапа сумка..."
ЮРАТУ-ЫРАТУ. "Çулталăкран Леша салтакран таврăннă хыпара илтсен чĕре пăчăртанчĕ паллах. Анчах та унăн пурнăçне кĕрес темерĕм..."
МАТТУР. "Пурнăçăма спортсăр курмастăп", - тет Елчĕк районĕнчи Патреккелти Геннадий Петров.
СТУДЕНТСЕН ТĔНЧИ. Елчĕкре çуралса ÿснĕ Ирина Петрова спортпа туслă, журналист пулма тĕллев лартнă.
Ал ĂСТИ. Элĕк районĕнчи Шураç хĕрĕ Надя Соколова хăюсенчен тĕрлĕ хатĕр ăсталама маçтăр.
ЧР ХĔРЛĔ КĔНЕКИНЧЕН. Кăвак лĕпĕш арион. Каткă йăвинче хĕл каçнă лĕпĕш хурчĕ куколка пулсан унтан тухиччен çилĕм пек çыпăçакан нумай хупă хывса хăварать.

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.