Саламлатпăр!

10 Çурла, 2015

Саламлатпăр!

Раççейĕн тĕп хулинче Мускавра август уйăхĕн 6-мĕшĕнче «Аргументы и факты» Издательство çурчĕн пресс-центрĕнче çĕршыв тата регион шайĕнче тухса тăракан, çырăнакансен шутне ÿстернĕ хаçатсемпе журналсен редакцийĕсене чысларĕç.

Савăнăçлă мероприятие РФ Патшалăх Думин информаци политикин, информаци технологийĕсемпе çыхăнăвĕн комитечĕн предстедателĕн пĕрремĕш заместителĕ Андрей Туманов, РФ Çыхăнупа массăллă коммуникацисен министерствин пичет кăларăмĕсемпе полиграфи пайĕн пуçлăхĕ Екатерина Часовская, Пичет, кĕнеке кăларас тата полиграфи управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Геннадий Кудий, Хаçат-журнал çырăнтарас енĕпе ĕçлекен института пулăшакан альянсăн координаци канашĕн председателĕ Вячеслав Керов, Раççей почтин çырăнтару ĕçĕ-хĕлне аталантаракан департаменчĕн ертÿçи Михаил Казаков, почта çыхăнăвĕн управленийĕсен пуçлăхĕсем, Мускаври Издательство çурчĕсен директорĕсем, тĕрлĕ регионти пичет кăларăмĕсен редакторĕсем хутшăнчĕç.

2015 çулăн иккĕмĕш çурри валли çырăнакансен йышне пысăклатнăшăн почта çыхăнăвĕн 10 управленине, çĕршыв шайĕнче тухса тăракан 10 тата регионсенчи тепĕр 10 кăларăм редакцийĕсене Дипломпа чысларĕç. Вĕсем кăна, 2014 çулхи иккĕмĕш çур çуллăх кампанийĕпе танлаштарсан, ку хутĕнче хаçат-журнал тиражне ÿстерме пултарнă. Регионсенчи çырăнтару акцине ăнăçлă ирттернĕ 10 кăларăм йышĕнче виççĕшĕ /!/ - «Хыпар» Издательство çурчĕн икĕ хаçачĕпе пĕр журналĕн редакцийĕсем. «Çамрăксен хаçачĕн», «Хресчен сасси» хаçатăн тата «Тăван Атăлăн» тиражĕсем сыхланса юлнă кăна мар, ÿснĕ те. Саламлатпăр!

 

Поздравляем!

6 августа в Москве пресс-центре «АиФ» состоялась церемония награждения победителей конкурса АРПП «Лидер подписки» по итогам подписной кампании на второе полугодие 2015 года. Конкурс проводился среди федеральных и региональных изданий, а также среди Управлений федеральной почтовой службы.
В этом году лауреатами конкурса стали 10 региональных Управлений федеральной почтовой связи (УФПС), 10 тиражных лидеров по Каталогу российской прессы «Почта России», 10 федеральных и 10 региональных изданий.
По результатам подписной кампании на второе полугодие 2015 года ряд федеральных и региональных изданий не только сохранили свои подписные тиражи, но и смогли их существенно увеличить. Абсолютными тиражными лидерами подписной кампании стали газеты «1000 советов», «Целебный образ жизни», «Здоровый образ жизни - вестник ЗОЖ», «Как я вылечил себя от…», «Хозяйство», «Лунный календарь садовода и огородника», «Непоседа»… Среди региональных 10 изданий-рекордсменов подписки на второе полугодие 2015 года стали 2 газеты и 1 журнал Издательского Дома «Хыпар». Это – газеты «Çамрăксен хаçачĕ» и «Хресчен сасси», а также журнал «Тăван Атăл». Поздравляем!

Рубрика: