Саккун проектне ырланă

6 Авăн, 2014

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче "Чăваш Республикин вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелесси çинчен" саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен" саккун проектне ырланă. Унпа правительство членĕсемпе ведомствăсен ертÿçисене юстици министрĕ Надежда Прокопьева тĕплĕ паллаштарнă, чылай ыйтăва хуравланă.

Çынсен, общество организацийĕсен, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен специалисчĕсен тата политика партийĕсен регион уйрăмĕсен ертÿлĕхĕн шухăшĕсене тĕпе хурса, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен халĕ ĕçлекен тытăмне çĕнетсе лайăхлатас, унăн усăлăхне ÿстерес тĕллевпе саккун проекчĕ муниципалитет район пуçлăхне халăх сасăлавĕпе суйлама сĕнет. Хăйĕн территорийĕнчи çынсен шанăçне тивĕçнĕ пуçлăх çав самантран икĕ тивĕç - район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕн тата - сити-менеджер - пурнăçлама тытăнать. Малашне пĕр районăн икĕ пуçлăх пулмасть. Муниципалитет районăн представитель /саккун кăларакан/ органне йĕркелемелли принцип, çавăн пекех хула округĕсемпе хула тăрăхĕсен пуçлăхĕсене суйламалли йĕрке улшăнмасть.

Ларура муниципалитет районăн халăх сасăлавĕпе суйланнă пуçлăхĕ хăйĕн тивĕçне чыслăрах пурнăçлассине палăртнă. Федераци саккунлăхне улшăнусем кĕртнĕ хыççăн ял тăрăхĕсен 17 полномочине района панă чухне - уйрăмах. "Яллă районсенче малтанхи - район администрацийĕсен пуçлăхне хушупа çирĕплетнĕ, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене халăх сасăлавĕнче суйланă чухнехи - тытăм тĕрлĕ сăмах-юмах, тавлашуллă, хирĕç тăруллă самант çуратнă. Çав вăхăтрах çак тытăмах хула округĕсенче хăйĕн усăлăхне кăтартса панă", - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Ларура Чăваш Республикин хăш-пĕр саккун актне, "Чăваш Республикин вырăнти хăй тытăмлăх суйлавĕ çинчен" саккунне улшăнусем кĕртнине ырланă. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем вĕсене кĕçех юридици вăйĕ парĕç.

 

А.СТЕПНОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.