- Чăвашла верси
- Русская версия
Сакки, чăн та, сарлака...
Кăрлачăн 2-мĕш кунĕнче Чĕмпĕрте пурăнакан юлташăм шăнкăравларĕ. Çĕнĕ çул саламĕпе пĕрлех синкерлĕ хыпар пĕлтерчĕ вăл: "Ĕнер Слава Перепелкин вилсе кайнă".
Чăваш патшалăх университетĕнче пĕр курсра вĕреннĕ юлташăм пурнăçран уйрăлнă тени чуна пушатса хăварчĕ, сисмесĕрех пуçра асаилÿ саманчĕсем мĕлтлетме тытăнчĕç: пĕр кил пек туйăннă 6-мĕш общежити, пĕрле çÿренисем, В.Митта калашле "шухă та шухăшсăр" çамрăклăх... Çав асаилÿсем ырă туйăмсем хускатса чуна кăштах лăплантарчĕç пулсан та, хурлăхлă пулчĕç. Ĕнер анчах пулса иртнĕн туйăнчĕç çав самантсем.
Ĕмĕтлĕ, тĕллевлĕ, тăрăшуллă та ĕçлĕ çынччĕ Слава. Журналист пулас ĕмĕтпе пурăнатчĕ вăл, çав тĕллевпех вĕренетчĕ те. Питĕ шел çаксене иртнĕ вăхăтра çырма.
1987 çулта эпир унпа Патăрьел районĕн "Авангард" хаçат редакцийĕнче практикăра пултăмăр. Çавăн чухнех курса ĕненнĕччĕ эпĕ Слава журналистăн çăмăл мар ĕçне чунпа юратса та ăспа ăнкарса суйласа илнине, çырас ăсталăха ÿстерессишĕн вăхăтне шеллемесĕр тăрăшнине. Ĕçтеше халаласа сăвă та çуралнăччĕ.
Ан пăрăн, журналист,
çулран,
Çулу сан такăр мар.
Ут пурнăç таппипе пĕр тан,
Сирпĕнтерсе кăвар.
Утас çулу инçе-инçе,
Ан тутăхтăр перу.
Район хаçат редакцинче
Сунаççĕ ăнăçу.
Чĕресенче хĕмленчĕ вут.
Тавах редактора.
Паян эпир пĕрремĕш хут
Командировкăра.
Перестройка саманинче республика тулашĕнче чăваш класĕсем чылай уçăлчĕç. Наци аталанăвĕн чĕрĕлĕх тапхăрĕ пек пулчĕ çав вăхăт. Шкулсенче чăваш чĕлхи учителĕсем çитменнипе пире, 1990 çулта Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнчен вĕренсе тухнисене, çав шутра пулас журналистсене те, шкула кайма хистерĕç. "Манăн хамăн специальноçпа хаçатрах ĕçлес килет", - хирĕçленĕччĕ ун чухне С.Перепелкин деканатра.
Шăпамăр кĕнекине хамăр кăмăлпа çеç мар, самана хушăвĕпе те çыратпăр çав. Пурнăçра çитмĕл çичĕ пăрăнăç тенĕн, Слава тусăм та чылай вăхăт юратнă ĕçĕнче вăй хураймарĕ. Тăван ялĕнче шкулта вăй хучĕç вĕсем мăшăрĕпе Елена Сафроновнăпа. Хĕр пăхса çитĕнтерчĕç. Кĕске пурнăçĕн юлашки çулĕсене çеç Святослав Алексеевич хăйĕн юратнă ĕçĕпе çыхăнтарчĕ, виçĕ çул ытларах "Авангард" хаçат редакторĕнче вăй хучĕ. Хăйне шеллемесĕр тăрăшрĕ вăл яваплă ĕçре. Яваплăх шухăшсемсĕр пулмасть. Шухăш вара çын ĕмĕрне кĕскетет теççĕ. Кăрлачăн 17-мĕшĕнче 49 çул тултармаллаччĕ Слава...
Кăрлачăн 3-мĕшĕнче пытартăмăр юлташăмăра. Инçетрисене те, çывăхрисене те пуçтарчĕ Анат Туçа масарĕ. Çук, масар çыннăн чунне лăплантараймасть, кунти шăплăх салхулăхпа хурлăха сиреймест, куççуле те чараймасть ывăç тăпри. Ашшĕпе, тăванĕсемпе юнашар ĕмĕрлĕх вырăн тупрĕ юлташăмăр. "Ашшĕ-амăшĕпе пĕр масарта выртакан телейлĕ", - тенĕччĕ В.Митта...
Кăмăлĕ ырăччĕ Славăн. Пĕрле вĕреннĕ вăхăтра вăл кампа та пулин вăрçăннине, кама-тăр кÿрентернине ас тумастăп. Ютчĕ уншăн унашкал киревсĕрлĕх. Кайран та вăл хăй ирĕкĕпе никама та усал сунман пуль. Пулăшу ыйтакан енне вара нихçан та кутăн çаврăнса тăман, алă тăсса панă.
Хаваслă чунлă, кулянма та кÿренме пĕлмен, малашлăха шанăçпа пăхакан яштака та çÿллĕ каччă сăнарĕ тухса тăрать куç умне Слава Перепелкин тесен. Çав сăнар чуна ăшăтать, яшлăх çулĕсене тавăрса ытарайми асаилÿ çуратать, пурнăçа юратса малалла утма хистет. Эпĕ çеç мар, ЧПУн историпе филологи факультетĕнче пĕрле вĕреннĕ юлташсем те, ыттисем те çавнах калама пултараççĕ. Ун пирки пĕрре те иккĕленместĕп.
Пуçа шăнăçаймасть Слава Перепелкин çĕр çинче текех çук тени. Тăпру çăмăл пултăр, тусăмăр. Санăн çутă сăнару пирĕн асрах пулĕ.
Пĕрле вĕреннĕ юлташĕсен ячĕпе -
Петр СЕМЕНОВ.
Комментари хушас