САХĂР ТА ПУЛĂШАТЬ
Сахăра мĕншĕн кăна айăпламаççĕ пулĕ: шăла пăсать, диабет пуçарать, самăртать теççĕ. Паллах, ытлашши çисен çапла-ха. Анчах унăн сиплĕ енĕ те нумай.
Чĕлхене пĕçертсен
Чĕлхене кăларса тăсмалла та сиенленнĕ тĕле сахăр катăкĕ е пĕр чĕптĕм сахăр песукĕ хумалла. Ыратни часах лăпланать.
Гипертонирен
Юн пусăмĕ пĕчĕк пулсан стакана çурри таран сахăр ямалла, хĕрринченех тин вĕренĕ шыв хушмалла, сахăр ирĕлсе пĕтиччен пăтратмалла. Выç хырăмла, апатчен икĕ сехет маларах, ĕçмелле. Çапла кашни ир сывлăх лайăхланиччен сипленмелле.
Пĕвер валли
Ку меслет цирроз чухне те ырă витĕм кÿнине палăртаççĕ. 1 килограмм кăвак /хĕрлĕ, фиолет тĕслĕ тесе те калаççĕ/ сухана аш арманĕпе авăртмалла, 900 грамм сахăр хушмалла. Тĕттĕм вырăна 10 куна лартмалла, унтан сăрăхтармалла. Сĕткене кунне 4 хут 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс — сĕткен пĕтиччен.
Сыпă ыратсан
3 литр вĕри шывра 1 килограмм сахăр ирĕлтермелле. Каçхине çывăрма выртас умĕн чăтмалăх вĕри шĕвеке урасене чиксе 30 минут лармалла. Хупăлчапа витнĕ савăтра вĕри шĕвекне кăштах хăвармалла, ăна вăхăт-вăхăтпа сивĕнме пуçланă сиропа хушмалла. Унтан урасене ăшă шывпа çумалла, çăм чăлха тăхăнмалла. Ура ванни валли хатĕрленĕ сироппа темиçе хут та усă курма юрать. Ăна малтан ăшăтмалла кăна.
Çемçетсе кăларать
Бронхит, сывлав çулĕсен ытти чирĕ аптратсан манкана çемçетсе кăларма 300 грамм /1,5 стаканран кăшт сахалрах/ сахăра 1 стакан шур çырлин /клюква/ е кĕтмел /брусника/ сĕткенĕпе хутăштармалла. Вĕреме кĕртмелле те çулăм çинчен илмелле. Кунне 4 хут 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс — ÿслĕк çемçеличчен.
Иклетсен
Чĕлхе çине пĕр катăк сахăр хурса майĕпен ĕммелле, сĕлекепе пĕрле çăтса ямалла. Иклетни хăвăрт иртет.
Сурана типĕтет
Суранлансан, алă айĕнче антибиотик пулмасан сурана сахăр сапмалла. Вăл ытлашши нÿрĕке туртса илет, сурана типĕтет. Çавна май ăна хăвăртрах ÿт илет.
Комментари хушас