Садиксем, шкулсем, вакансисем...
Кăçал республикăра темиçе шкул хута кайрĕ
Етĕрнере 320 ачана йышăнакан çĕнĕ шкул уçăлнă. Çавна май унти тепĕр шкул çине тивекен «тиеве» пĕчĕклетме, ачасем икĕ сменăпа вĕренессине пĕтерме май килнĕ. Шупашкарăн кăнтăр-хĕвел анăç районĕнче шкулăн филиалне уçнă — 500 ача вĕренмелĕх. Унта инженерипе техника вĕрентĕвне тĕпе хурĕç. Тата, паллах, «Волжский-3» микрорайонти шкул — 1,1 пин ачана пуçласа ĕнер йышăннă.
Садиксем те хута каяççĕ. Çĕртме уйăхĕнче тĕп хулари «Соляное» микрорайонта ача сачĕ ĕçлеме тытăннă. Тĕп хула 550 çул тултарнипе çыхăннă уяв тĕлне Çĕнĕ хулара çĕнĕ садик алăкĕсем уçăлнă. Ытларикун Комсомольски районĕнчи Урмаелте 110 вырăнлăх ача сачĕ уçăлать.
Шкул автобусĕсем те çĕнелеççĕ. Паян 12 пин ытла ачана 702 маршрутпа 363 автобус илсе çÿрет. Министр кĕçех çĕнĕ автобуссем килессине çирĕплетрĕ, вĕсем 10 çултан «ватăрах» транспорт хатĕрĕсене улăштарĕç. Учебниксемпе пособисем туянма кăçал бюджетран 222,6 миллион тенкĕ уйăрнă, ку пĕлтĕрхинчен ытларах. Мĕн пур шкул çĕнĕ вĕренÿ çулне пуçлама хатĕр.
Михаил Игнатьев шкулсенчи кадрсемпе çыхăннă лару-тăрупа кăсăкланчĕ. Сергей Кудряшов палăртнă тăрăх, педагогсен 456 вакансийĕ пулнă, халь шкулсене çамрăк 300 вĕрентекен килнĕ — çивĕчлĕх çук. Вăл хăш-пĕр шкулта капиталлă юсав ĕçĕсем тăсăларах кайнине палăртрĕ, çапах Пĕлÿ кунĕ тĕлне строительсем пур çĕрте те ĕçе вĕçлеме ĕлкĕрнĕ.
Комментари хушас