Садик, çурма ункă, Правительство çурчĕ…
Çураки, шкулсенчи патшалăх экзаменĕсем, республикăн инвестици программине улăшăнусем кĕртесси — çак ыйтусене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура пăхса тухрĕç.
Чăваш Енĕн 2018 çулхи, планпа пăхнă 2020 тата 2021 çулсенчи инвестици программинче хута ямаллисен шутĕнче — ултă теçетке объект. Вĕсенчен 49-шĕпе кăçал ĕçлемелле. Вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин палăртнă тăрăх, темиçе объект тĕлĕшпе çивĕч ыйтусем пур. Çав шутра — тĕп хулари «Çĕнĕ хула» микрорайонти ача сачĕн, ачасен больницин, Атратьри психоневрологи интерначĕн корпусĕн, Шупашкарти «Солнечный» микрорайонти, Асламас урамĕнчи çулсен строительстви. Вĕсем тĕлĕшпе подрядчиксене суйласа илмелли конкурс процедурисем те иртмен-ха.
ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ача сачĕпе çыхăннă чăрмавсемпе пайăррăн кăсăкланчĕ, ĕçе хăвăртлатма чĕнсе каларĕ. Программăна кĕртме йышăннă объектсен шутĕнче — Шупашкарти виççĕмĕш транспорт çурма ункине, Правительствăн кивĕ çурчĕн реконструкцине проектласси. Административлă çурт пирки каланă май Михаил Игнатьев вăл пушă ларнине кура арканма пуçлас хăрушлăх пуррине палăртрĕ: «Çурчĕ истори пĕлтерĕшлĕскер. Проект тăвăпăр та — пĕр 3-5 çулта реконструкци ĕçĕсене пурнăçласа ăна хута ямалла».
Комментари хушас