Сад ĕрчетекене çăмăллăх

Хальччен инçетри çĕршывсенчен турттарнă улма-çырлана хамăр патра, Раççейрех, çителĕклĕ ÿстермелле. Çакăн пек тĕллев лартнă патшалăх. Иртнĕ шăматкун Тамбов облаçĕнчи Мичуринск хулинче уçăлнă Пĕтĕм Раççейри "Сад ĕçченĕн кунĕ-2016" куравра РФ ял хуçалăх министерствин департаменчĕн директорĕ Петр Чекмарев кун çинчен тĕплĕнрех пĕлтернĕ.

"Сад ĕçне аталантарасси хальхи вăхăтра чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулмалла. РФ ял хуçалăх министрĕ Александр Ткачев питомниксен шутне 2-3 хут ÿстерме палăртнă", – асăннă вăл.

Патшалăх сад ĕрчетекенсене май çитнĕ таран пулăшма тăрăшать, ĕçри тăкаксене саплаштарать. Пĕлтĕр федераци бюджетĕнчен уйăрнă укçа виçине пилĕк хут ытла ÿстернĕ, пĕтĕмпе вăл 2,5 млрд тенкĕпе танлашнă. Çакă 14,3 пин гектар çинче сад хывма май панă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.