Руль умĕнче чи кирли - тимлĕх
Çăмăл автомобиль спорчĕпе кăсăкланакансем Кÿкеçри «ПромТехСтройСервис» обществăн генеральнăй директорне Юрий МИХАЙЛОВА лайăх пĕлеççĕ. Çав спорта аталантарассишĕн вăл нумай çул тăрăшать.
— Кăçал Чăваш Енре Раççей автокросĕн иккĕмĕшпе тăваттăмĕш тапхăрĕсене, ралли-спринтне, пăр çинче автокросс ирттертĕмĕр, — терĕ Юрий Владимирович. — Кашнине 50 ытла машина, вăл шутра республикăран 25 хутшăнчĕ. Эпир Раççей ăмăртăвне пуçласа пĕрре çеç янăччĕ. Унтанпа малалла аванах кайрăмăр. Техникăна тупăшăва хатĕрлеме вăхăт тата укçа чылай кирлĕ.
Автоспортра пĕрремĕш разряда илме пултарнă Юрий Владимирович çур ĕмĕртен иртнĕ пулин те çăмăл транспорта хăвăрт чуптарассипе ăсталăхне час-часах тĕрĕслет. Кăçал Киров хулинче вăл стандартлă машинăпа — пĕрремĕш, ывăлĕ Владимир /спорт мастерĕн кандидачĕ/ хăйĕн ушкăнĕнче урăх категорири машинăпа улттăмĕш вырăнсене йышăннă. Раççей автокросĕн пĕрремĕш тапхăрĕнче /Вологда/ Комсомольски районĕнчи Айрат Заргиров — виççĕмĕшне, Владимир Михайлов — иккĕмĕшне, Кÿкеçри Андрей Васильев пĕрремĕшне тивĕçнĕ.
— Раççей автокросĕн Шупашкарти иккĕмĕш тапхăрĕнче хăнасем пиртен лайăхрах ăмăртрĕç, — пĕлтерчĕ Юрий Владимирович. — Тăваттăмĕшĕнче Чăваш Ен команди лайăх кăтартусемпе палăрчĕ. Виктор Сандыбаев — иккĕмĕш, Владимир Михайлов виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Эпĕ — пиллĕкмĕшĕнче. Куншăн та хĕпĕртерĕм. Çăмăл машинăсене ăмăртусене хатĕрлеме пулăшатăп. Чăваш автомобиль федерацийĕн ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçи Сергей Лысюк вĕсене йĕркелессишĕн, спортсменсене хутшăнтарассишĕн вăй хунине палăртас килет.
Ю.Михайлов автомобиль спорчĕпе ача чухнех туслашнă. Пуçламăш классенче вĕреннĕ чухне ашшĕне — Çĕрпÿ районĕнчи «Богатырь» совхозăн тĕп агрономне — мотоциклпа илсе çÿренĕ. Хăвăртлăха улăштармалли пускăча тĕкĕнме ури çитменнипе пĕр енне сулăнса антарнă е хăпартнă. Аслăрах классенче пĕлÿ илнĕ çулсенче ГАЗ-69 машинăпа çÿренĕ. Пĕр çулхине торф турттаракан ЗИЛ рулĕ умне ларнă. Çăмăл машина водителĕн правине çамрăклах илнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче автомобиль спортне хутшăнма тытăннă.
2000 çулсенче çармăссене ăмăртусем йĕркелеме пулăшнă. Пурăна киле вĕсене Чăваш Енрен автомашинăсем явăçтарнă. Вăл тата ытти хастар тăрăшнипе Шупашкар районĕнчи Чăрăшкасси ялĕ /Çырмапуç ял тăрăхĕ/ хĕрринче 2010 çулта автомашинăсем валли трасса тунă. Унта çуллен ăмăрту йĕркелеççĕ.
— Манран яланах: «Мĕн тума кирлĕ сана автомобиль спорчĕ? — тесе ыйтаççĕ. — Ăмăртусем йĕркелесе укçа нумай тăкаклатăн». Чăн та, пайтах тухса каять. Анчах усăсăр мар. Автомобилистсем ăмăртусене хутшăнса водитель ăсталăхне, руль умĕнчи яваплăха ÿстереççĕ. Ку пахалăх куллен çула тухакан кашни водителе кирлĕ.
Водительсене ырă тĕслĕх парас, руль умĕнчи паха опыта сарас тĕллевпе общество ĕçне хастар хутшăнать Ю.Михайлов. Ун пек çынсем республикăра ытларах пулччăр!
Сергей МИХЕЕВ.
Автор сăнÿкерчĕкĕ
Комментари хушас