Культура

8 Ака, 2014

"Пире тĕлĕнтермĕшрен тунă"

Çакăн пек курав уçăлать ыран Вăрнарти историпе тавра пĕлÿ музейĕнче. Ăна Культура çулталăкне халалланă. Экспозицире - Ольга Свойкина алă ăстин ĕçĕсем.

Ольга Канашра пурăнать. Тĕрлĕ пусмаран, тăмран, йывăçран пукане, тетте, интерьер япали, тĕрленĕ тумтир, картина, аксессуар ... ăсталать. Талантлă авторăн ăста аллинче ахаль япала, асамлă юмахри пек дизайнер изделине çаврăнать. Мĕн кăна çук унта! Искусствăна, илеме юратакан кашни çыннах кунта хăйне кăмăла каяканнине тупатех.

 

8 Ака, 2014

«Капкăн» журналăн çиччĕмĕш кăларăмĕ!

«Капкăн» журналăн кăçалхи çиччĕмĕш номерĕ кун çути курчĕ. Вăл Сергей Мягковăн ÿкерчĕкĕпе уçăлать, политикăри пакăлтатăва сивлет. 2-мĕш страницăра «Тинех тăвансем пуçтарăнчĕç» ÿкерчĕк çапăннă.

«Кулăш – пулăш, çавра сăмах» рубрикăра кăсăклă кулăшсем пичетленнĕ.

8 Ака, 2014

"Дипломат пулас килет"

Раççей Федерацийĕн Ют çĕр-шыв ĕçĕсен министерствин /ЮÇĔМĕн/ Чул хулари представительстви çулсерен çак ятпа регионсен хушшинче конкурс йĕркелет. Кăçалхи - вун пĕрмĕш. Вăл Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн аппарачĕ пулăшнипе иртет. Унта хутшăнма Чул хула, Киров облаçĕсенчи, Мордва, Чăваш, Удмурт республикисен территорийĕнчи аслă пĕлÿ çук тата кăçал вăтам шкултан вĕренсе тухакан, РФ Ют çĕр-шыв ĕçĕсен министерствин тытăмĕнче ĕçлеме кăмăл тăвакан çамрăксене йыхравлаççĕ.

8 Ака, 2014

Ячĕ асăмăрта

Пурăннă пулсан вăл ĕнер 80 çул тултармаллаччĕ. Çук, вăхăт шеллемерĕ ăна: сакăр çул каялла пирĕнтен яланлăхах уйăрса кайрĕ. Республика аталанăвĕшĕн тунă ĕçĕ историре çырăнса юлчĕ. Сăмахăм - обществăпа политикăн, халăх хуçалăхĕн хастар ĕçченĕ, чылай çул республика правительствине ертсе пынă Леонид Прокопьев çинчен.

7 Ака, 2014

Хăнара - "Чарланпа" "Кăйкăр"

Ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш наци музейĕнче Космонавтика кунне халалласа Александр Мовчан ĕçĕсен "Чарланпа" "Кăйкăр" пирĕн патра хăнара" выставки уçăлать. Вăл - Наци музейĕпе Шуршăлти А.Г.Николаев космонавт летчикăн Асăну комплексĕн пĕрлехи проекчĕ. Экспозици Совет Союзĕн Геройĕсем Андриян Николаевпа унăн мăшăрĕ Валентина Терешкова чăваш çĕрĕ çинче пулнă тапхăра сăнлĕ. Куравра "çăлтăрлă мăшăрпа" тĕплĕ паллаштаракан халĕччен ниçта та пичетленмен тата кăтартман сăн ÿкерчĕксене вырнаçтарнă.

Pages