Кун хыççăн кун

23 Çурла, 2021

Ют çĕршыв паспорчĕн ыйтăвне уçăмлатĕç

Раççейре ют çĕршыв паспорчĕсен усă курмалла мар пайĕн реестрне хатĕрлесшĕн.

Паспорт чăн маррине çак йĕркепе хаклаççĕ: документ çухатни, усă курмалли вăхăчĕ пĕтни, хуçи вилни, гражданлăха улăштарни, паспорт илнĕ чухне суя информаци пани; хушамат, ят е ашшĕ ятне улăштарни т.ыт.те. Унсăр пуçне паспорта хатĕрленĕ хыççăн 3 çул вăхăтĕнче ăна никам та илсе каймарĕ пулсан вăл вăйне çухатать.

www.hypar.ru Viplawyer.ru сăн ÿкерчĕкĕ

23 Çурла, 2021

Тимофеевсен – «ылтăн» юбилей

Шупашкарта пурăнакан Геннадий Михайловичпа Галина Семеновна Тимофеевсем пĕрлешнĕренпе 50 çул çитнĕ.

Мăшăр Чăвашгражданпроектра паллашнă. Геннадий Михайлович строительство пайне ертсе пынă, Галина Семеновна вара проектлассипе тĕп специалистра тăрăшнă. 1971 çулхи çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче вĕсем çемье çавăрнă. Пĕрле 3 ача ӳстернĕ. Халĕ вунă мăнукпа тата пĕр кĕçĕн мăнукпа савăнса пурăнаççĕ.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

16 Çурла, 2021

Пысăк хăвăртлăхлă урапа кăларĕç

Улатăрти механика завочĕ пысăк хăвăртлăхлă урапасем кăларма хатĕр.

Проекта пурнăçа кĕртесси иртнĕ çулталăк вĕçĕнчех пуçланнă. Предприятире тĕслĕх мелĕпе икĕ япала хатĕрлесе кăларнă, вĕсем тĕрĕслеве ăнăçлă тухнă.

Йывăр тиеве пысăк хăвăртлăхлă урапапа турттарасси çул çинче иртекен вăхăта икĕ хут кĕскетме май парать. Тĕрĕслевĕн малтанхи тапхăрĕнчех Улатăрти механика завочĕ 1200 урапа хатĕрлеме саккас илнĕ. Ку ĕçе çитес çул вĕçлениччен пурнăçламалла.

Pages