Кун хыççăн кун

23 Утă, 2021

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» Халăх программине йĕркелет

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти Халăх программине хатĕрлемелли сĕнӳсене пухать. Çакăн çинчен эрнекун иртнĕ брифингра партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Алена Аршинова пĕлтерчĕ.

20 Утă, 2021

Партисем суйлав кĕрешĕвне кандидатсен пысăк списокĕсемпе тухаççĕ

Ытларикун тата тепĕр парти — "Пĕрлĕхлĕ Раççей" — республикăн Патшалăх Канашĕн депутатне суйланмашкăн кандидата тăратнă çынсен списокне Тĕп суйлав комиссине пачĕ.

19 Утă, 2021

Ĕçсĕррисене – психолог пулăшăвĕ

2021 çул пуçланнăранпа республикăра ĕçсĕр юлнă 896 çын психолог пулăшăвĕпе усă курнă.

Çакна «Аспект» вĕренӳпе методика центрĕн психологĕсем тӳлевсĕрех пурнăçлаççĕ. Ĕçсĕр юлнă çын пысăк стресс тӳссе ирттерет. Çавăнпа та ун пек чухне пулăшу кирлех.

Социаллă психологи тренингĕнче илнĕ пĕлӳ йывăрлăхсене çăмăллăнрах парăнтарма май парать. Ку пулăшупа усă курас текенсен республикăри ĕçпе тивĕçтерекен центрсен районсенчи уйрăмĕсене çитмелле.

19 Утă, 2021

Кроссовкă кăларма тытăнĕç

«Яхтинг» компанире ассортимента пысăклатасси пирки калаçу пулнă.

Малашне унта кроссовкă кăларма тытăнĕç. Вăл кулленхи те, спорт хăнăхтарăвĕсене пурнăçламалли те пулĕ. Çавăн пекех трикотаж перчеткисем те хатĕрлесшĕн. Проект пурнăçа кĕрсен пĕр çулталăкра 300 пине яхăн мăшăр кроссовкă тата 12 миллион мăшăр перчетке кăларĕç.

Ку ĕçе 2021-2026 çулсенче хута яма палăртнă. 2022 çул вĕçлениччен 100-е яхăн çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелĕç.

Pages