- Чăвашла верси
- Русская версия
Роза СЯБИТОВА, “Упăшка шырани - ĕç шыранă пекех”
- Хамăн юлташăн ыйтăвне сирĕн пата çитерем-ха. Илемлĕ манăн пĕлĕшĕм, çамрăк, лайăх пĕлÿ илнĕ, ăнăçу çулĕпе утать. Пĕртен-пĕр çитменлĕх канăçсăрлантарать ăна - хăйне тивĕç упăшка тупаймасть. Мĕн тумалла? - Чиперуксем ытларах чухне этемлĕхĕн вăйлă çурри енчен хастарлăх кĕтсе лараççĕ: арçынсем авалхи пекех вĕсем хыççăн чупасса шанаççĕ. Анчах та халĕ самана улшăннине манмалла мар - ăнăçуллă арçыннăн хĕр-хĕрарăм хыççăн чупма вăхăт та, пушшех те - кăмăл та çук, мĕншĕн тесен вăл çакна лайăх пĕлет: ытла нумай ыйтма хăнăхман пикесем ун хыççăн хăйсемех лавĕпе чупаççĕ. Кача пÿрнипе кăчăк туртсанах ун патне черет тăраççĕ вĕсем. Çавăнпа та ман енчен канаш - хăвăрах хастартарах пулăр. Енчен те сире чаплă арçын кирлĕ тĕк ан манăр - ăна шырасси ĕç шыранипе танах. 15-мĕш автобазăра ĕçлекен Вася килĕшет-и? Унпа тĕлпулу шыраса ăçта каймалли паллă - сăра фестивалĕнчен юлмалла мар. Бизнесмен Костя чуна çунтарать-и? Паллах, ăна хупахра тупаймăн: яхт- е гольф-клуба çырăнма лекет. Тепĕр канаш - тĕлпулăва та ĕçе кайнă пек çÿремелле, арçынсене килĕшме пĕлмелле. - Калама çăмăл... - Нимĕн кăткăсси те çук - унри арçынлăха кăна хавхалантармалла: вăл чи-чи-чи... Пур енĕпе те. Арçынпа хутшăннă чух хăв çинчен манас пулать, "эпĕ" сăмах çук санăн калаçура. Паян хĕрарăм ĕçлесшĕн мар, илесшĕн кăна. Малтан хăвăн ун валли мĕн те пулин тăвас пулать, кайран вара ыйтма та юрать. Манăн тус мĕнле качча тухнине пĕлетĕн-и? Вăл савнийĕ патне хăй хатĕрленĕ йогурт йăтатчĕ. Çакă вара арçынна питĕ килĕшетчĕ. Çапла майпа тусăм финиша пĕрремĕш çитрĕ. Хĕр-хĕрарăмăн мĕн авалтан чеерех пулма тивет. Арçынну килĕшет, пур енчен те тивĕçтерет пулсан мĕншĕн ĕçлемелле мар-ха уншăн? Анчах та тÿрех парăнма ан васкăр ăна, унăн та мĕн патне те пулин туртăнмалла вĕт-ха. Унпа пĕрремĕш каçах вырăн ăшăтсан эсир хăвăра пур арçынпа та çапла тыткалатăр тесе шухăшлама пултарать вăл. Илĕртме пĕлмелле арçынна. Эсир чăн-чăн хĕрарăм тăк сирĕн тавра яланах виçĕ арçынран сахал мар явăнмалла. Эпĕ пуринпе те çывăрмалла тесе каламастăп. Вĕсенчен пĕри туй кĕрекине çитеймесси паллă. Иккĕшĕн хушшинче вара суйласа хăшкăлăр. Виççĕ - шăпах аван. Вĕсенчен пĕри те пулин сире ЗАГСа илсе çитеретех. - Арçынна мĕншĕн каçармалла мар тесе шухăшлатăр? - Алă çĕкленине. Ун пек чухне тÿрех тухса каймалла. Арçын хăратăр пăртак. Тĕрĕссипе, çемьене шăпах хăрани тытса тăрать: çывăх çынна, тăвана, атте-аннене, ачасене, юратуллă хутшăнусене çухатасран хăрани. Енчен те хĕрарăм арçын хăйне хĕненине чăтса пурăнать тĕк, паллах, лешĕ нимрен те шикленмест. Вăт хĕрарăм тухса кайма, арçынна танлаштарма - арăмпа тата арăмсăр мĕнле пурăнмалла - май тупсан упăшки кăштах шухăшласа пăхатех. Йĕркеллĕ арçын арăмне киле илсе таврăнма тăрăшать. Вăт кун пек чухне вăл хăй мăшăрне юратнине сăмахпа мар, ĕçпе ĕнентертĕр! Пĕр хутчен алă çĕкленине каçарма та пулать, тен, анчах та çакă йăлана çаврăнса ан кайтăр. - 30-40 çулти хĕрарăм валли ытларах чухне суйланчăк кăна юлать... - Çаплах. Пĕрре авланса уйрăлнă арçын - уйрăм калаçу. Малтанхи арăмĕ хăварнă сурансене сиплеме тивет иккĕмĕшĕн. Çемье ахальтен арканмасть - иккĕшĕн те чунĕсем аманнă паллах. Чĕрине сиплес тесессĕн ун пек арçынпа икĕ хутчен ытларах ырăрах, çепĕçрех пулма тивет. Пирĕн арăмсем - чи лайăххисем! - Роза, мĕнле шухăшлатăн, арăмне улталаман арçынсем пулаççĕ-и? - Çук. Хĕр-хĕрарăмăн çакăнпа çырлахмалли çеç юлать. Йĕркеллĕ упăшка арăмне çакна систермест кăна. Йĕркесĕрри вара ултава мăшăрĕнчен пытарма пĕлмесĕр хĕрарăм чĕрине çунтарать. Анчах та, ĕненĕр мана, ултав нихăçан та уйрăлу сăлтавне çаврăнмасть. Хĕрарăмăн чăтăм чикки пĕтет - çавă кăна. - Раççей хĕрарăмĕ юлашки вăхăтра ют çĕршыв арçыннипе телей тупма ăнтăлать... - Эпĕ çакна ырламастăп. Эпĕ - Раççей евчи, манăн хамăрăннисене пулăшмалла. Хамăр тăрăхра пултаруллă ачасем çуралмалла. Пирĕн хĕрарăмсемшĕн, паллах, нимĕнле конкуренци те хăрушă мар! Пирĕн хĕр пĕрчисем тĕнчипех пĕрремĕш вырăн йышăнаççĕ, пирĕн хĕрарăмсем кирек мĕнле арçынпа пĕр чĕлхе тупаççĕ - çапла пулма пирĕн юнри ятарлă ген пулăшать, "çынна шеллеме пĕлни” ятлă вăл. Эпир хамăр çинчен пуçĕпех манса арçынна чунпа йышăнма пултаратпăр. Вăт вырăс каччисем, шел те, тĕнчере юлашки вырăнта. Вĕсене тĕнче вырăс хĕр-хĕрарăмĕпе пĕрле кăна йышăнать. - Качча кайман хĕрпе паллашнă чух авланнă арçынсем хăйсен арăмĕсенчен ыран-паян уйрăлассине калаççĕ. Çак юмаха ĕненмелле-и тата? - Итлĕр-ха, авланнă арçын вăл сирĕн мар вĕт-ха, такамăн упăшки. Апла унпа çыхланни - çылăх! Çавăнпа та ку ыйтупа калаçас та килмест манăн. Ан тĕкĕнĕр юттине! Вăл авланнине мĕнле пĕлтĕр - алă сулăр та сывпуллашăр! Уйрăлтăр малтан, таса паспорт кăтарттăр, вăт ун чухне калаçма та юрать. - Эсир хăвăр та уйрăлнă хыççăн тепĕр çемье çавăрма васкаман... - Вара мĕн?! Ну, тухрăм тепĕр хут качча - мĕнпе вĕçленчĕ вăл? Эпĕ çав утăма ăнлансах тунă. Халĕ, вăхăт иртнĕ хыççăн, йăлтах вырнаçрĕ паллах. Эпĕ, чăн та, ĕмĕр вĕçне унпах çитесшĕнччĕ. Анчах шухăшланă пек пулмарĕ. Унра та арçынлăх çиеле тухрĕ - вăл телекурупкари манăн сăнарпа ăмăртма пуçларĕ. Манăн статус çÿллĕрех пулни килĕшместчĕ ăна. Асапланатчĕ вăл. Мĕнех, классика жанрĕ çĕнтерчĕ. Эпĕ вăй çитнĕ таран чăтрăм... Чи кирли - унпа пурăннă çулсене çапах та телей шутне кĕртетĕп, тăватă çул телей курса пурăннă эпĕ. ПУЛАТЬ ВĔТ! "Давай поженимся!" кăларăмăн эфирĕнче шăв-шав çĕкленнĕ... Роза Сябитова евчĕн пулăшăвĕпе усă курса 29 çулти Ольга мăшăр тупасшăн пулнă. Интеллигентсен çемйинче ÿссе çитĕннĕ хĕр Эштон Катчера аса илтерекен арçын шыранă, унăн шалăвĕн 150 пин тенкĕпе танлашмалла. Кун пек хĕрсем асăннă программăна тăтăшах килеççĕ-ха. Анчах та Раççей евчи хальхинче урсах кайнă. Мĕншĕн тетĕр-и? Ара, тĕлĕнмелле ĕç-пуç уçăмланнă кĕçех - Ольга Розăн упăшки пулнă арçыннăн савнийĕ-мĕн! Ку çитмен, вĕсем кăларăма та пĕрлех хутшăнасшăн пулнă, анчах та Юра редакци али витĕр тухайман. Юрăпа Ольга çыхăнăвĕ пирки пĕлсен Роза кăшкăрашма пуçланă, качча тухассишĕн çунакан пикене темĕн те пĕр каласа пĕтернĕ, çавна май чутах эфира хупса хуман. "Юрок туслăхĕн хакне пĕлетĕп эпĕ, - куççульне пытармасăр туйăмĕсене ирĕке янă Роза. - Вăл выртнă чух кăна - тус! Кур-ха: экс-упăшкан еркĕнĕсем килме пуçларĕç, манăн вара вĕсене çураçмалла!" - ниепле те лăпланайман хĕрарăм. |
Комментари хушас