Росгварди ĕçе пуçăнчĕ

Раççей Федерацийĕн наци гвардийĕн çарĕсен федераци службине йĕркелессин пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленнĕ. Чăваш Енре Росгвардин республикăри пайне йĕркеленĕ. Çакăн çинчен иртнĕ эрнере пресс-конференци ирттернĕ май журналистсене асăннă пай пуçлăхĕ Алексей Ежеев пĕлтерчĕ.

Чăваш Енри пай тытăмне маларах Шалти ĕçсен министерствинче пулнă ОМОН, СОБР, лицензипе ирĕк паракан подразделени, ведомство тулашĕнчи хурал куçнă. Алексей Владимирович хăй ертсе пыракан çĕнĕ тытăм тĕллевĕсене палăртрĕ. Çав шутра — йĕркелĕхе, общество хăрушсăрлăхне тивĕçтересси, терроризмпа тата экстремизмпа кĕрешесси, хĕç-пăшал çаврăнăшĕпе çыхăннă саккунсене пурнăçланине тĕрĕслесе тăрасси, уйрăмах пĕлтерĕшлĕ объектсене сыхласси тата ытти те.

Паллах, Шалти ĕçсен министерствипе, ытти вăй тытăмĕпе, çавăн пекех ĕç тăвакан влаç органĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлени кирлĕ — ку енĕпе чăрмав çук. Ведомство тулашĕнчи хурал подразделенийĕсем те тĕрлĕ объекта, хваттерсене сыхланă май унчченхи пекех преступленисене уçса пама хутшăнаççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа ведомство тулашĕнчи хуралăн полици нарячĕсем 206 преступление тупса палăртнă, административлă правăна пăснă 21,8 пине яхăн çынна, шыраври 68 çынна тытса чарнă. Сăмах май, çак подразделенисем сыхлакан объектсен шучĕ пысăк — 3,5 пин ытла. Тата — 5,4 пине яхăн хваттер, граждансен 916 управ вырăнĕ.

Патшалăхăн Лицензипе ирĕк парассипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсен калăпăшĕ те пысăк. Ку енĕпе ятарлă центр тата унăн районсемпе хуласенчи уйрăмĕсем ĕçлеççĕ. Республика территорийĕнче 16,7 пин çын аллинче хĕç-пăшал пур. Хăшĕсен пĕрер кăна та мар. Пĕтĕмпе — 26250 единица. Çак хĕç-пăшала мĕнле упранине, унпа мĕнле усă курнине тĕплĕ те тимлĕ сăнаса тăмалла. Çавна май кăçал кăна граждансем патĕнче 13 пин тĕрĕслев ирттернĕ. Унсăр пуçне хĕç-пăшал тытса тăракан юридици тытăмĕсене те куçран вĕçертмен — 130 ытла тĕрĕслев йĕркеленĕ.

Текех ШĔМ тытăмĕнче мар пулин те йĕркелĕхе, хăрушсăрлăха тивĕçтересси унчченхи пекех ĕçĕн тĕп пайĕ пулни куçкĕрет. Çакна пĕтĕмĕшле ĕç те, уйрăм тĕслĕхсем те çирĕплетеççĕ. Çак йĕркесен авторĕ, сăмахран, юпа уйăхĕнче пулнă преступленипе кăсăкланчĕ. Ун чухне пĕр арçын тĕп хулара тискер преступлени тунă, кайран яла тухса тарнă. Ăна полици шыраса тупнă-ха, анчах преступник, аслăк çинче пытаннăскер, пакунлисене парăнман — сенĕкпе хирĕç тăнă. Тем пулас пур — Росгварди спецназĕн сотрудникĕсене чĕнме тивнĕ. «Чăнах та, çавнашкалли пулнă — преступник алла сенĕк тытнă. Пирĕн сотрудниксем ăна сиенсĕрлетнĕ», — уçăмлатрĕç пресс-конференцире.

Полицири ырă йăласене те Росгвардире малашне тытса пырасшăн. Хĕç-пăшаллă хирĕçÿ пулнă вырăнсенче вилнисене асра тытĕç — СОБР, ОМОН боецĕсене, Çурçĕр Кавказра пуç хунăскерсене, манмĕç. Çурçĕр Кавказ тенĕрен, Росгварди сотрудникĕсен унта паян та командировкăна çÿреме тивет. Темиçешер уйăхлăха каяççĕ те — çапларах та пулса тухнă: сотрудниксен пĕр ушкăнĕ командировкăна Шалти ĕçсен министерствинчен кайнă, каялла вара Росгвардие таврăннă. Раççей Президенчĕн наци гвардийĕн çарĕсене туса хурасси пирки калакан указĕ кăçалхи авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче тухрĕ вĕт — ун чухне боецсен пĕр ушкăнĕ шăпах Çурçĕр Кавказри командировкăра пулнă.

 

Николай КОНОВАЛОВ.

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.