РФ Президенчĕ саламланă

31 Юпа, 2014

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева тата республикăра пурăнакансене Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламланă.

"Раççей халăх пĕрлĕхĕн йăлисемпе яланах вăйлă пулнă - аслă тата пархатарлă тĕллевсем тавра, çĕршывăмăр ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕн ячĕпе чăмăртаннă. Тăван çĕршыва юратасси, наци историне, вăрçăри паттăрлăха, аслă ăрусен ĕçри çитĕнĕвĕсене хисеплесси ĕмĕртен ĕмĕре, ăруран ăрăва куçса пынă. Çакă пирĕн патшалăхăн çирĕп никĕсĕ пулса тăрать, çĕршыв умĕнче тăракан пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевсене ăнăçлă пурнăçлама пулăшать. Сире палăртнă плансене пурнăçлама тата пĕтĕм ыррине сунатăп", - тенĕ саламра.

К.АНДРЕЕВ.