Рейтингра – 27-мĕш

Политика тата экономика коммуникацийĕсен агентстви Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен пуçлăхĕсен витĕмĕн 2016 çулхи çурла уйăхĕнчи черетлĕ рейтингне пичетлесе кăларнă.

Утă уйăхĕнчипе танлаштарсан Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн позицийĕ улшăнман теме те пулать. Утă уйăхĕнче вăл «Вăйлă витĕм» ушкăнра 24-мĕш вырăнта пулнă, çурла уйăхĕнче вара кăштах, 3 пункт, аялалла аннă, вăтам 5,42 балпа 27-мĕш вырăн йышăннă /феде¬рацин Атăлçи округĕнче — 5-мĕш вырăнта, утă уйăхĕнчи пекех/.

Рейтингăн малти 3 лидерĕ улшăнман: Мускав мэрĕ Сергей Собянин, Чечня Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Рамзан Кадыров, Тутарстан Президенчĕ Рустам Минниханов.

Экспертсем агентство рейтингĕн ТОП-5 йышне кĕрекен регионсен пуçлăхĕсемпе çыхăннă улшăнусене палăртаççĕ: Тюмень облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕпе Владимир Якушевпа /4-мĕш позицие йышăннă/ Санкт- Петербург кĕпĕрнаттăрĕ Георгий Полтавченко /5-мĕш вырăнта/ хушшинче рокировка пулнă.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.