Рейтинг сасăлавĕн пĕтĕмлетĕвĕсем паллă

23 Пуш, 2018

Пуш уйăхĕнче Чăваш Енри 5 хулара федерацин «Хула хутлăхĕнчи хăтлăха йĕркелесси» приоритетлă проекта хутшăнакан объектсене суйласа илес тесе рейтинг сасăлавĕ иртнĕ. Вĕсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе паян ЧР строительство министрĕн çумĕсем Максим Иванов тата Александр Шевлягин паллаштарчĕç.

Рейтинг сасăлавне кăçал пĕрремĕш хут йĕркеленĕ, вăл Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Çĕмĕрле, Улатăр хулисенче иртнĕ. Унта пĕтĕмпе 170 пин çын хутшăннă, хăш сквера, тÿреме е парка хăтлăх кĕртмелли пирки хăйсен шухăшне пĕлтернĕ. Министр çумĕсем ку питĕ лайăх кăтарту терĕç. Эппин, асăннă хуласенче тĕпленнĕ çынсемшĕн хăйсем пурăнакан хутлăх хăтлă пулни пĕлтерĕшлĕ.

Максим Иванов кашни хулара сасăлава миçе çын хутшăнни, пĕтĕмлетÿсем тăрăх хăш объектсем çĕнтерни çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Вĕсене кăçалах хăтлăлатассине пĕлтерчĕ. Çак ĕçе пурнăçламашкăн федераци бюджетĕнчен 262,9 миллион тенкĕ уйăрнине, çавăн пекех республика тата вырăнти бюджетсенче те «кĕмĕл» пăхса хăварнине палăртрĕ.

 

Теги: 

Комментари хушас