Республикăри шкулсем çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕр

21 Çурла, 2015

Çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев 2015-2016 çулти вĕренӳ тытăмне хатĕрленсе çитнипе çыхăннă видеоконференци мелĕпе ирттернĕ ĕçе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев  хутшăннă. Видеоконференцине унпа пĕрле Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, унăн çумĕ Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина, Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова пулнă. Дмитрий Медведев хăйĕн сăмахĕнче палăртнă ыйту паянхи куншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. Тен çавăнпа та канашлăвăн темисем те яланхиллех: çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрленесси, вĕрентмелли пӳлĕмсене хатĕрлесе çитересси, хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, пахалăхлă пĕлӳ парасси тата ытти те. «Эпир шкулсем çителĕклĕ пулччĕр тесе сахал мар ĕçлетпĕр. Раççей Правительстви пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисен инфратытăмне çĕнетес, вĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетес тĕлĕшпе витĕмлĕ ĕçлет. Ача сачĕсене те вăхăтрах хута яратпăр. Кашни ялта, хулара вĕренӳ учрежденийĕсене пĕтĕмпех йĕркелесе çитернĕ», - тесе палăртса каланă Раççей Правительствин Председателĕ, Раççейре çĕнĕ вĕренӳ çулне шкулсем еплерех хатĕрленсе çитнин ĕç кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă. «Шкулсенче ачасене тарăн пĕлӳ пухма кирлĕ пек пур услови те çителĕклĕ. Сусăр ачасене те шута илсе, вĕсене ятарлă условисем хатĕрлесе тăратнă. Интернет, спорт инвентарьĕсем, шкул автобусĕсем çителĕклĕ. Вĕрентмелли шкул кĕнекисене те пĕтĕмпех туяннă, кăçалтан шкулта электронлă кĕнекесемпе те усă курма ирĕклĕ», - тесе палăртса каланă вăл. Раççей вĕренӳ Министрĕ Дмитрий Ливанов, Шалти ĕçсен Министрĕ Владимир Колокольцев, гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн тата çутçанталăк инкекĕсен сиенне пĕтерес ĕçĕн Министрĕ Владимир Пучков, Роспотребнадзор ертӳçи Анна Попова та хăйсен сăмахĕсенче вĕрентӳ тапхăрĕн уйрăм саманчĕсем пирки чарăнса тăнă. Вĕсенчен кашни палăртнă ыйтусем çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине асăрхаттарнă. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре 1068 шкул шутланать, вĕсенчен çурла уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне 98 проценчĕ çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕр. Ача сачĕсене 100 процента çити йĕркелесе çитернĕ. Ача сачĕсемпе шкулсене пурĕ 16 çуртра тĕпрен юсав ĕçĕсене пурнăçлас ĕç хĕрӳ пырать, вĕсем çурла уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне хатĕр пулĕç. Кăçалхи çул вĕренӳ çулне хатĕрленсе шкулсемпе ача сачĕсене юсав ĕçĕсене тата ытти мероприятисене ирттерме пурĕ 670 млн. тенкĕ ытла бюджетран куçарса панă. Республикăра «Шкул автобусĕ» программа лайăх ĕçлет, республикăра пĕтĕмпе 329 автобус, вĕсемпе 12037 ачана куллен пĕлӳ пухма шкулсене илсе çӳретеççĕ.

Рубрика: