Республикăри хăнтăр, ондатра, шашкă, ăмăр йышне палăртнă

25 Раштав, 2018

ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви республикăри хăнтăр, ондатра, шашкă, ăтăр шутне палăртни çинчен пĕлтерет.

Хăнтăр йышĕ 2550 чĕр чунпа танлашать. Ку хисеп пĕлтĕрхинчен пысăкрах. Ондатра нумайланнă: пĕлтĕр 16036-ăн пулнă, кăçал 16542-е çитнĕ. 2018 çулта 85 шашкă пурăннине палăртнă, 30 ăтăр шутланă.

ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви шашкăна тата ăтăра республикăн Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнине, çавăнпах вĕсене тытма чарнине аса илтерет.

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас