Республикăра регистрацилемен

13 Раштав, 2014

Пирĕн подъездра пĕр вăхăтра тĕн ыйтăвĕсемпе пичетлесе кăларнă брошюрăсем купи-купипе хăваратчĕç, хваттерсене шаккаса çÿретчĕç, пурнăç пĕлтерĕшĕ пирки калаçу пуçарма хăтланатчĕç. "Иегова свидетелĕсем" общество членĕсем пулнă иккен. Халĕ те вĕсенчен хăш-пĕрне çын йышлă çÿрекен вырăнта, тĕслĕхрен, пасар кунĕсенче, курма пулать. Пĕррехинче тата Шупашкарта пĕр хĕрарăм ку темăпа калаçма пикенчĕ. Çак общество çинчен пĕлес килет.

А.ВАСИЛЬЕВА.

Куславкка районĕ.

Иегова свидетелĕсем, Иегова свидетелĕсен обществи - тĕн енĕсенчен пĕри. Вăл Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенче XIX ĕмĕр вĕçĕнче çуралнă. Христос тĕнĕ йышăннинчен нумайăшне /чун вилĕмсĕрлĕхĕ, çăтмаха тата тамăка ĕненни/ хирĕçлет. Иеговăна мала кăларса Иисус Христос унăн ирĕкне пурнăçлаканĕ пек пăхаççĕ. Хăйсене Иегова суйласа илнисем теççĕ. Хăйсен ретне тĕрлĕ тĕн, культура, наци çыннисене явăçтарас тесе çине тăраççĕ. XX ĕмĕр вĕçĕнче 232 çĕршывра Иегова свидетелĕсем 5 миллион çын пулнă.

Чăваш Енре Иегова свидетелĕсен обществи майлисен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пуçласа 1960 çулсенче пĕлтерме тытăннă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче вĕсем хăйсен ĕçне анлăн сарса янă. Пухусемпе ушкăнсем Чăваш Енри темиçе хулапа районта пур, вĕсенчен пĕрне те республика территорийĕнче регистрацилемен.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.