Республика умĕнчи яваплăха туйса

26 Çурла, 2015

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн çак кунсенче кăна-ха иртнĕ ларăвĕнче республикăн 2015 çулхи бюджечĕ пĕрремĕш çур çулта мĕнле пурнăçланнине пăхса тухрĕç. Çĕршыв экономикинчи юлашки вăхăтра кăткăсланнă лару-тăру, паллах, пирĕн республикăра та палăрмасăр тăма пултараймасть. Мĕн таран пырса тивет вăл пирĕн финанс пурнăçне? Вице-премьер - ЧР финанс министрĕ Светлана Енилина пирĕн хаçата бюджетăн тĕп кăтартăвĕсемпе паллаштарма тата вĕсемпе çыхăннă ытти ыйтăва хуравлама кăмăл турĕ.

- Çĕршыв экономикинчи йывăрлăхсем, паллах, кирек хăш регионăн финанспа экономикин лару-тăрăвне те пырса тивеççĕ - эпир пурте рынок экономикин пĕр анлăхĕнче пурăнатпăр. Анчах çав йывăрлăхсене çĕнтерме регионсем хăйсем мĕнле хатĕрленнĕ - ку ĕнтĕ пачах урăх ыйту.

Пирĕн республикăна илес пулсан? 2014 çул вĕçнелле, çак 2015 çулта та-ха, хамăр вăйпа тупăш тăвасси /налукпа тата налуксăр/ чакма пултарасси палăра пуçларĕ. Çак пулăм малалла аталанассине шута илсе 2014 çул вĕçĕнчех эпир 2015 çула палăртнă тата 2016-2017 çулсен тапхăрĕ валли планланă республика бюджечĕн саккунне улшăнусем кĕртрĕмĕр. Калăпăр, 2015 çулта тумалли хăшпĕр тăкака 2014 çултах укçа-тенкĕпе тивĕçтерес тесе. Тĕпрен илсен, уйрăмах ытларах пуçланă строительство ĕçĕсене вĕçлеме ярас терĕмĕр. Çавăн пекех май Указĕсене пурнăçлама тăкаксене 2013 çулхипе танлаштарсан 1,9 хут ытларах пысăклатрăмăр. Çапла майпа эпир 2015 çулхи бюджетшăн пулма пултаракан йывăрлăхсене чылай, палăрмаллах теме пултаратăп, çăмăллатрăмăр, патшалăх умĕнчи парăмсене те 2009 çулхилле çав тери ÿстерсе ямарăмăр.

2010 Çулта республика бюджетĕнчи ПĔР тенкĕ Çумне федерацирен 36 пус ÇеÇ илсе килнĕ пулсан, 2014 ÇУЛТА - 1 тенкĕ те 09 пус

Кунсăр пуçне республика бюджечĕ шайлашуллă пултăр тесе бюджет йĕркеленĕвĕн тĕрлĕ сценарине хатĕрлерĕмĕр.

Пĕрремĕшĕ - çирĕплетнĕ параметрсемпе пурнăçласси. Ку - тĕп бюджет.

Иккĕмĕшĕ - кăмăллах мар лару-тăрура йĕркеленни. Ку сценарипе 2015 çулхи тупăша иртнĕ çулхипе танлаштарсан 93,1% тесе хакланă.

Тепри - стресс-сценари. 2015 çулхи тупăшсемпе тăкаксене планпа палăртнинчен /тĕп бюджетринчен/ 5,5 млрд тенкĕлĕх пĕчĕклетни. 2014 çулхин 17,5%. Ку прогноза 2009 çулăн бюджетне 2008 çулхипе танлаштарсан мĕнле пурнăçланине шута илсе палăртнă.

Кăмăллах мар лару-тăру сценарийĕпе тупăш илесси пĕлтĕрхипе танлаштарсан 6,9% чакмаллаччĕ, кăçалхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне кĕнĕ тупăш хисепĕ пирĕн - 12,4 млрд тенкĕ. 2014 çулăн çак тапхăрĕнчи кăтартупа танах ку /100,7%/. Эппин, эпир куратпăр, лару-тăрăва лайăхлатма пирĕн майсем пур, эпир ăнăçлă ĕçлеме пултаратпăр.

- Нумаях пулмасть куç тĕлне хамăрпа кÿршĕллĕ Мари Элпа çыхăннă пĕр цифра лекнĕччĕ. Вĕсен патшалăх умĕнчи парăмĕ хăйсем туса илекен тупăшăн 95% танлашать. Пирĕн мĕн чухлĕ? Пĕлессе эпĕ ăна пĕлетĕп, анчах ку цифрăпа оппозици тени питĕ спекуляци тума юратать, уйрăмах хальхи пек суйлавсен хĕрÿ тапхăрĕнче, çавăнпа хăвăртанах илтес килет.

- Чăваш Республикин парăмĕ 2015 çулхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне - 9035,2 млн тенкĕ. Вăл хамăр тупăшăн 39,5% пулать. Çулталăк пуçланнăранпа парăмсене эпир 3226,4 млн тенкĕлĕх е 26,3% пĕчĕклетнĕ.

Сăмах май, нумай пулмасть кăна «Российская газета» хаçатра «Тема недели» рубрикăпа пĕр статья пичетленнĕччĕ. Унăн авторĕ федерацин Финанс министерствин регионсем парăмсене татса пырассине мĕнле йĕркеленин пĕтĕмлетĕвĕсене тишкерет. Вăл çырнă тăрăх - паллах, министерство пĕтĕмлетĕвĕпе те ĕнтĕ - пирĕн Атăлçи округĕнчи парăм 2015 çул пуçламăшĕнчипе танлаштарсан 27,3 млрд ÿснĕ - 14 регионран 10-шĕн çав тапхăртанах ÿссе пынă. 4 регион çеç парăм хисепне пĕчĕклетнипе палăрнă. Вăл шутран пĕри - Чăваш Республики.

- Республика бюджечĕн укçи-тенкине епле тата мĕнлерех йĕркепе валеçни те вулакансемшĕн интереслĕ пулассăн туйăнать. Тĕслĕхрен, мĕншĕн ку района çавăн чухлĕ паратăр, теприне - сахалтарах пек? «Чи тутлă касăка» тивĕçес тесен мĕнлерех пулмалла тата мĕн тумалла?

- Муниципалитетсене пĕрне те уйăрмастпăр эпир. Хăшне мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ лекесси, тĕрĕссипе каласан, пирĕнтен те килмест. Миçе çын пурăнать унта, мĕн чухлĕ налук пуçтарăнма пултарать - тĕпрен илсен, çаксем - шутра. Пур ятарлă, çирĕплетнĕ методика. Ку схемăпа пурне те пĕр пек «кÿрентермесĕр» пайласа параççĕ. «Субвенци» текен ăнлав пур тата. Вĕренÿ субвенцийĕ тата ача сачĕсен. Вĕсемпе лекекен укçа-тенкĕ виçи - шкула, садике çÿрекен ачасен йышне кура.

Унсăр пуçне муниципалитетсене тĕрлĕ проекта софинансировани мелĕпе пулăшас тĕллевпе субсиди парса та укçа-тенкĕ тивĕçет. Паллах, эпир пурне те пĕтĕм ĕç валли укçа уйăраймастпăр, çавăнпа республика бюджечĕн укçи-тенки шучĕпе софинанслакан тăкак тивĕçĕсен /обязательствисен/ пĕлтерĕшне тата приоритетлăхне шута хуратпăр. Çакна та палăртса хăварас килет: çулсеренех паракан субсидисен калăпăшĕнче инвестицисен танлаштаруллă виçи ÿссе пырать, çакă муниципалитет йĕркеленĕвĕсене социаллă пурнăçпа экономика ÿсĕмне тивĕçтерме май парать.

Пĕтĕмпе вара 2010-2015 çулсенче бюджетсен хушшинчи трансфертсен ÿсĕмĕ 74% танлашать.

Паллах, эпир хамăрăн муниципалитетсене çулсеренех ытларах пулăшма тăрăшатпăр, çапах яланах республика бюджетне çеç шанса ларма та памастпăр. Çавăнпа бюджетсен хушшинчи хутшăнусене районсемпе, акă, мĕнлерех майпа йĕркелетпĕр: вĕсем «чи тутлă касăка» патшалăх программисене пурнăçа кĕртме хастар хутшăнса тивĕçме пултарнине ăнланччăр тетпĕр. Укçа-тенкĕпе пулăшма çеç ыйтмалла мар, хăйсен те тупăш базине ÿстерме тăрăшмалла, харпăр хăйсен тупăшĕсене ÿстермелли резервсем вара муниципалитетсен пурах.

- Пирĕн хаçат тата пĕтĕм «Хыпар» Издательство çурчĕ /15 издани/ - наци чĕлхипе хаçат-журнал кăларакан пĕртен-пĕр пичет организацийĕ. Çавăнпа та, паллах, пире наци культурин паянхи тăрăмĕ тата малашлăхĕ пăшăрхантарать. Культурăн çеç мар, нацин хăйĕн те. Йывăрлăхсем пур. Эпир çакăн çинчен çыратпăр. Çырма та тивĕç. Республикăра, паллах, наци аталанăвĕшĕн нумай тăваççĕ, сахал мар укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Çапах çак пулăшăва пысăклатсан аванччĕ.

- Чăваш Ен - нумай нациллĕ, пуян культурăллă, хăйнеевĕр йăла-йĕркеллĕ тата чăваш чĕлхиллĕ республика. Чăваш Ен Правительстви пирĕн культура уйрăмлăхне сыхласа хăварасси мĕн тери пысăк пĕлтерĕшлине ăнланать, çавăнпа ку тĕллевпе, паллах, укçа-тенкĕ уйăрать. 2013-2014 çулсенче, акă, культурăна укçа-тенкĕпе тивĕçтерессине 20: ÿстертĕмĕр, 1,6 млрд тенкĕ таран. Юлашки пилĕк çулта /2010-2014 çулсенче/ 5 çĕнĕ обћекта хута янă.

Çавăн пекех 2014 çултанпа граждансен вырăнти пуçарăвĕсене хавхалантармалли грантсем паратпăр.

Кăçал вĕсене Элĕк районĕ «Чăваш Республикин Элĕк районĕнчи Элĕк салинче нумай функциллĕ спорт площадки тăвасси тата ăна хăтлăлатасси» тата Муркаш районĕ «Чăваш Республикин Муркаш районĕнчи Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи Сыпай ялĕнче нумай функциллĕ спортпа сывлăха çирĕплетмелли площадка тăвасси тата ăна хăтлăлатасси» проектсене пурнăçа кĕртме илĕç.

Паллах, Чăваш Ен Правительстви пирĕн авалхи хăйнеевĕрлĕ культурăна тата чăваш чĕлхине упрасси пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланать, çавăнпа эпир наци чĕлхипе пичетленекен изданисене малашне те пулăшăпăр.

- Республикăн инвестици енчĕкĕ - мĕнле вăл? Чăнкăртатмалăх пур-и унта? Чăн та, Раççей Президенчĕ В.Путин пирĕн республика бизнес валли питĕ кăмăллă регион пулнине асăнчĕ, 10 чи ăнăçлисен шутне кĕртрĕ. Енчĕкри укçа мĕнле тĕллевсемпе саланать?

- Инвестици енчĕкĕ чи малтанах республикăра пурнăçланакан программăсене хывнă укçа-тенкĕрен пуçтарăнать. Юлашки пилĕк çул хушшинче вăл 21,3 млрд тенкĕпе танлашнă.

Ку самаях пысăк хисеп. Вăл пире ача сачĕсен, шкулсен, сывлăх сыхлавĕн, спортпа культурăн проблемисене ăнăçлăн татса пама май парать. Çак пилĕк çулта кăна 41 шкул умĕнхи учреждение тĕпрен юсанă тата çĕнни тунă, 8 çĕнĕ шкул, 7 физкультурăпа спорт, 5 çĕнĕ культура обћекчĕсем хута янă, фельдшерпа акушер пункчĕсене 85 йĕркеленĕ.

Халăхшăн кирлĕ, пĕлтерĕшлĕ тĕллевсене пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕ тÿпине эпир çулсеренех ÿстерсе пыратпăр. Ытти регионсемпе танлаштарсан самаях пысăкланчĕ вăл пирĕн. Ку тĕлĕшпе федераци бюджетĕнчен те хушма укçа ытларах илсе килме тăрăшатпăр. 2010 çулта республика бюджетĕнчи 1 тенкĕ çумне федерацирен 36 пус çеç илсе килнĕ пулсан, иртнĕ çул - 1 тенкĕ те 09 пус.

Çĕршыв ертÿлĕхĕ Чăваш правительствин ĕçне асăрханине Эсир тĕрĕсех палăртрăр. Кăçалхи июнĕн 19-мĕшĕнче Петербургра иртнĕ пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче Раççей Федерацийĕнчи субћектсенчи инвестици климачĕн тĕлĕшпе Наци рейтингĕн кăтартăвĕсене пĕлтерчĕç. РФ Президенчĕ Владимир Путин форумра Чăваш Ене бизнеса ăнăçлă аталанма чи лайăх майсем туса панă 10 регион йышĕнче асăнчĕ. Пирĕншĕн ку, паллах, пысăк çитĕнÿ, хаклав. Çакăн пек ÿсĕм ытахальлĕн пулмасть. Вăл - чăнласа, çине тăрса ĕçленин результачĕ. 2011 çултанпа кăна республикăшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ 100 яхăн инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ. Вĕсенчен чылайăшне - ют çĕршыв капиталне хутшăнтарса та. Чăваш экономикине 130 млрд тенкĕлĕх инвестици илсе килнĕ.

Кризис условийĕсенче бизнеса пулăшу панин пĕлтерĕшне ăнланать республика ертÿлĕхĕ, çавна май налук енчен çăмăллăхсем пама тăрăшать. Калăпăр, пуçласа регистрациленекен уйрăм предпринимателе, енчен вăл хăйĕн ĕçне патент илсе йĕркелесе ярать пулсан, çавăн пекех предприниматель ĕçне производство, социаллă е наука сферисенче туса пырас тĕллевлĕ пулсан икĕ çуллăха налук тÿлессинчен хăтармалла тунă.

Тепĕр тĕслĕх. М.В.Игнатьев хăй çине тăнипе пирĕн республика налук хумалли çĕнĕ системăна - кадастр хакне тĕпе хурса - куçман. Раççейри ытти регионта ку çĕнĕлĕхе иртнĕ çулах хута янă. Бизнеса, уйрăмах пĕчĕккине, кадастр условийĕсенче вăй илсе аталанса кайма, паллах, йывăр. Пирĕн влаç бизнесшăн уçă.

- Налук çăмăллăхĕсем, паллах, илĕртÿллĕ. Калăпăр, пирĕн пата килекен инвестор налук 15% - чуххăмăн калатăп ку цифрăна - вырăнне 12% тÿлетĕр - республика хысни 3% çухатать вĕт-ха.

- Ун вырăнне çĕнĕ ĕç вырăнĕ хушăнать, ытти налуксене тÿлет вăл. Çынсем ĕç укçиллĕ пулаççĕ. Малашлăха пăхас пулать кунта. Пĕр тесен, ытти региона кайма пултарнă вĕт вăл.

- Килĕшетĕп. Ăнлантартăр. Стратеги енчен тĕрĕсех политика. Светлана Александровна, сире пĕр ыйту парас килет питĕ, анчах Эсир чунăра уçсах хуравлассăн туйăнмасть. Çапах та, калăр-ха, эсир, министрсем, М.В.Игнатьевпа мĕнле ĕçлетĕр? Эпĕ ăна сăнакаласа пыратăп та - питĕ çине тăракан, çирĕп тĕллевлĕ, хытă ыйтакан, мĕн шут тунине пурнăçа татăклăн кĕртекен, çирĕп характерлă çын пек туйăнать. Мĕнле чăтатăр çавăн пек ĕç темпне, ритмне, режимне?

- Мĕншĕн хуравлассăн туйăнмасть?.. Эпĕ питĕ уççăн хуравлатăп. Эсир Михаил Васильевичăн пахалăхĕсене питĕ тĕрĕс асăнса тухрăр. Вăл чăнласах питĕ çирĕп ыйтакан, шут тытнине пурнăçа кĕртекен тата кирек мĕнле ыйтупа та вĕçне çитекен ертÿçĕ. Паллах, вăл хăйĕн валли лартнă ĕç ритмне чăтма çав тери йывăр. Правительствăран та çавнах ыйтать. Хăйне вăл пачах шеллемест. Эпĕ тĕрĕссине калатăп: пирĕн ĕç кунĕ талăкĕпех тăсăлать, эпир кирек ăçта пулар, ĕç вырăнĕнче пулмасан, анчах республика пуçлăхĕ пирĕн пата шăнкăравласа çиттĕр. Кирек хăш вăхăтра, кунне, çĕрне пăхмасăр, эрнен кашни кунĕнче.

Пĕлетĕр-и, эпир питĕ лайăх ăнланатпăр хамăрăн республика умĕнчи яваплăха, çавăнпа Михаил Васильевич пирĕн ума лартнă задачăсем те, ĕç режимĕ те пурнăçланма тивĕç.

- Пулать-и çавнашкал: республика Пуçлăхĕ пĕр-пĕр проекта хута ярасшăн, Эсир: «Пирĕн ун валли укçа çук», - тетĕр?

- Чăннине калатăп, унашкалли пулмасть, паллах. Пулма та пултараймасть. Михаил Васильевич нихăçан та ăнсăртлăх йышăнусем тумасть. Эпĕ маларах каларăм: «Вăл - кирек мĕнле ыйтупа та вĕçне çитекен ертÿçĕ». Вăл паракан хушусем - пурте виçсе хакланăскерсем тата стратеги пĕлтерĕшлĕ. Енчен те республика ертÿçи вăл е ку ĕç валли укçа уйăрасси çинчен калать пулсан, эппин вăл республикăн кун валли майсем пуррине е çав майсене мĕнле тумаллине пĕлет.

Арсений ТАРАСОВ калаçнă

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.