Республика кунне халалланă
10 Jun, 2016 | Хыпар | Хула | Курав

Наци библиотекин «Чăваш кĕнеки» центрĕнче Чăваш Республикин кунне халалланă «Çĕрĕм-шывăм, ман аннеçĕм, эс нимрен те пахарах» курав уçăлнă.

Экспозицин пĕрремĕш пайĕнче — Чăваш Енпе, унăн çыннисемпе, çут çанталăкĕпе, наци апачĕпе паллаштаракан кĕнекесем.

Халăх историйĕ, культура еткерлĕхĕпе çыхăннă ыйтусен хуравне «Аваллăх çулĕпе» пайра тупма пулĕ.

Тăван республикăн, унти ялсемпе хуласен паянхи пурнăçĕ çинчен «Хуласемпе ялсенче» пайра тĕплĕн паллашма май пур. Курав çĕртме уйăхĕ вĕçленичченех ĕçлĕ.

"Хыпар" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.