Республика конкурсĕнче çĕнтернĕ

15 Пуш, 2016

ЧР Строительство министерстви 2015 çул пĕтĕмлетĕвĕпе «Чăваш Енри чи хăтлă хула тата ял тăрăхĕ» конкурс çĕнтерÿçисене палăртнă. Пĕлтĕр унта 20 администраци хутшăннă, кăçал — 27.

Жюрие тишкерме 14 район тата 2 хула муниципалитетĕнчен документсем тăратнă. Вĕсенче çынсем мĕн чухлĕ пурăннине кура конкурсантсене тăватă ушкăна пайланă. Пĕрремĕшĕнче Канашпа Куславкка хулисем — 1 тата 2-мĕш, Вăрмар хула тăрăхĕ 3-мĕш вырăнсене йышăннă. Иккĕмĕшĕнче асăннă “пусмасем” çинче — Пăрачкавпа Мăн Сĕнтĕр /Муркаш р./ ял тăрăхĕсем, Йĕпреç хула тăрăхĕ. Виççĕмĕшĕнче малти вырăнсене Кăшавăш /Шупашкар р./, Муркаш, Шĕнерпуç /Шупашкар р./ ял тăрăхĕсем тивĕçнĕ. Тăваттăмĕш картлашкасем çинче — Арапуç /Вăрмар р./, Ишлĕ /Патăрьел р./, Юнкă /Муркаш р./ ял тăрăхĕсем. Чи хăтлă хула тата ял тăрăхĕсене палăртас тĕллевпе çĕнтерÿçĕсем Раççейри конкурса хутшăнĕç.