Республика фестивалĕнче - спортпа туслă çемьесем
Юлашки çулсенче ашшĕ-амăшĕпе ачисем спортпа туслашма тытăнни сисĕнет. Çывăх тăвансене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтарас тĕлĕшпе патшалăх та сахал мар ĕç тăвать: çемьесем валли вун-вун мероприяти çулсерен йĕркелеççĕ.
Çак кунсенче Канаш хулинче иртнĕ республика фестивалĕ спортпа туслă çемьесемшĕн чăн-чăн уяв пулса тăнă. Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пухăннă 34 команда Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшнă.
Тĕплĕнрех çитес нометрте.