Репертуар хушăннă

23 Чÿк, 2015

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче Денис Фонвизинăн «Недоросль» камичĕ хăйĕн кураканне тупрĕ. Çак ĕç шкул ачисемшĕн тата студентсемшĕн уйрăмах кăсăклă. Унăн режиссерĕ - Вячеслав Оринов.

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн репертуарĕ Николай Терентьев пьеси тăрăх хатĕрленĕ «Манăн çăлтăр тÿпере» çĕнĕ спектакльпе пуянланчĕ. Режиссерĕ - Наталия Сергеева. Çак ĕçре çамрăксен пурнăçне сăнланă.

Тĕп сăнар Илья - выльăх фермин пуçлăхĕ. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн ăна ял-йыш хисеплет. Çăмăл атлетика енĕпе республика ăмăртăвĕнче çĕнтернĕ хыççăн вара унăн пурнăçĕ тĕпрен улшăнать. Спортсмена тĕп хулана чĕнсе илеççĕ. Раççейĕн тĕрлĕ хулинче иртекен ăмăртусене хутшăнать, хĕрсемпе паллашать, ресторанта апатланать, тинĕс хĕрринче канать вăл. Ял каччи хăйĕнчен ача кĕтекен Эльтук пирки те манать. Спорт инструкторĕпе ашшĕ Ильяна ăса вĕрентме хăтланаççĕ. Тĕрĕс çул суйласа илме пултарĕ-и çамрăк? «Манăн çăлтăр тÿпере» спектакле курсан йăлтах уçăмланĕ.

Чăваш патшалăх пукане театрĕнче «Золотой гребешок» спектакль премьери пулчĕ. Ăна Е.Ганапольская ĕçĕ тăрăх хатĕрленĕ.

Мария РОМАНСКАЯ.