Регионсен пуçлăхĕсем канашланă

Пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ĕпхÿре Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ çумĕнчи Канашăн ларăвне хутшăннă. Унта Федерацин Атăлçи округĕнче тăван тавралăха сыхлас, вăрман хуçалăх сферинче, çут çанталăкпа усă курас енĕпе патшалăх политикине пурнăçлас ыйтусене сÿтсе явнă.

Ларăва уçса Раççей Федерацийĕн Президенчĕн полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич округ экономики аталанни, çĕнĕ предприятисем йĕркелени, çавна май çут çанталăка йывăртарах килни çинчен каланă. Экологи хăрушсăрлăхне тивĕçтерес ыйтусем влаç органĕсен ĕçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çут çанталăка сыхламалли мероприятисене укçа-тенкĕ хывмашкăн федераци субъекчĕсен майĕсем çителĕксĕртерех, регионсенче çÿп-çап тăкмалли вырăнсен иккĕ виççĕмĕш пайĕ саккунсăр йĕркеленнĕ.

Пушкăртстан Президенчĕ Рустэм Хамитов тĕп доклад тунă. Вăл палăртнă тăрăх - Атăлçи округĕ нефтьпе çут çанталăк газĕ кăларас енĕпе федераци округĕсен хушшинче иккĕмĕш вырăнта. Çавăн пекех минерал удобренисем, синтетика сăмали, пластмасса, шинăсем, каустик соди туса кăларас енĕпе те малтисен ретĕнче.

Округра вăрман пысăк вырăн йышăнать: вăрман фончĕн çĕрĕсен лаптăкĕ 39,2 млн гектар /Раççейĕн вăрман фончĕн 3,5%/, вăрмансенчи ÿсен-тăран саппасĕсем - 5490,8 млн кубла метр.

2013 çулта Тутарстанри тата Чăваш Республикинчи вăрман фончĕн çĕрĕсем çинче пушар пулман. Саратов облаçĕнче 1 пушар тухнă /1 гектар/, Мордва Республикинче - вăрманта 2 пушар /0,54 гектар/, Чăваш Енре 2011 çултанпа вăрмансенче пушар сÿнтермелли техника 100 млн тенкĕлĕх /56 единица/ туяннă. 2013 çулта тĕпрен илсен федерацин Атăлçи округĕнче вăрмансем çуннă тĕслĕхсене 5 çулхи вăтам кăтартусенчен пĕчĕкрех тесе хакланă.

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çапла каланă: «Эпир пушар сÿнтермелли техника туянма укçа нумай уйăртăмăр, шывсене тата атмосферăна сиенлĕ хутăшсем сахалрах кăларнине палăртмалла. Экологи ыйтăвĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ, вĕсемпе яланах çине тăрса ĕçлĕпĕр».

А.ЛЬВОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.