Район хаçачĕн 10 пинĕмĕш номерĕ

27 Çурла, 2014

Йĕпреç районĕн «Çĕнтерÿшĕн» хаçачĕ вулакансем патне ĕнер вунă пинĕмĕш номер çитрĕ. Унăн пĕрремĕш номерĕ 1932 çулхи нарăсăн 5-мĕшĕнче тухнă. Тĕрлĕ çулта хаçата «Çĕнĕ пурнăç», «Колхоз пурнăçĕ», «Коммунизм çĕнтерĕвĕшĕн» ятсемпе кăларнă. 1965 çулхи ака уйăхĕнчен пуçласа вăл «Çĕнтерÿшĕн» ятпа пичетленет. Вырăнта типографи пулман вăхăтра райхаçата Канашра та, Улатăрта та пичетлеме тивнĕ.

2004 çултанпа «Çĕнтерÿшĕн» чăвашла-вырăсла 4 пин ытла тиражпа саланать. Йĕпреçсем ăна юратса вулаççĕ, вăл эрнере икĕ хут - юн кун тата шăмат кун хăйĕн çывăх та шанчăклă тусĕсен килĕсене «çул тытать».

«10 пинĕмĕш номер пирĕншĕн чикĕ мар, вăл ĕмĕрĕн черетлĕ палли кăна. Район хаçачĕ пулăшнипе пирĕн вулакансем малашне те Йĕпреç тăрăхĕнче, Чăваш Енре тата çĕр-шывра пулса иртекен хыпарсем çинчен пĕлсех тăрĕç, статьясенчи çĕнĕ паттăрсемпе, проектсемпе, пархатарлă ĕçсемпе çывăхрах паллашĕç», - тулли шанăçпа пĕлтерет хăйĕн статйинче «Çĕнтерÿшĕн» хаçатăн тĕп редакторĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Константин Алимасов.

«Хыпарçăсем» те Йĕпреçри ĕçтешĕсене район хаçачĕн 10 пинмĕш номерĕ тухнă ятпа чун-чĕререн саламлаççĕ, пултарулăх ĕçĕнче çĕнĕ çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунаççĕ.

Г.ВАСИЛЬЕВ

Автор: