"Раҫҫей студентлӑх мисĕпе мистерĕ" конкурс - Шупашкарта

Пĕтĕм Раççeйри "Студентлăх мисĕпе мистерĕ" конкурс кăçал Шупашкарта иртет. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи студентсем И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн культура керменĕн сцени çинче тупăшĕç.

Пĕлтĕр Пĕтĕм Раççeйри "Студентлăх мисĕ" ята шăпах çýлерех асăннă аслă шкулта вĕреннĕ Полина Яковлева тивĕçнĕ. Çавна май конкурса пирĕн республикăра ирттерме йышăннă. Ӑна паян, юпа уйӑхĕн 5-мĕшĕнче, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чӑваш патшалӑх университетĕнче старт пачĕҫ. Уява пĕлтĕрхи ҫĕнтерӳҫĕсем - Полина Яковлевӑпа (Шупашкар) Иван Теплов (Саратов) - ертсе пычĕҫ.

Кӑҫал конкурса 27 регионти ҫамрӑк хутшӑнать. Вĕсем - регион шайĕнчи ҫĕнтерӳҫĕсем. Финалта чи лайӑххин ятне тивĕҫес тесен чылай тар тӑкма тивĕ. Ҫĕнтерӳҫĕсене юпа уйӑхĕн 11-мĕшĕнче палӑртĕҫ. Унччен студентсем тĕрлĕ мероприятие хутшӑнĕҫ: Шупашкар йĕркеленнĕренпе кӑҫал 550 ҫул ҫитнине халалласа 550 йывӑҫ лартĕҫ, ГТО нормативĕсене пурнӑҫлĕҫ...

www.hypar.ru

Ирина КОШКИНА. Автор сӑн ӳкерчĕкĕсем.

Полина Зиновьевӑпа Вячеслав Краснов /Чӑваш Республики/:
- Кӑҫал республика чысне хӳтĕлетпĕр. Кӑмӑл-туйӑм ҫĕкленӳллĕ. Ытти регионтан ҫитнĕ ҫамрӑксене курма питĕ хавас. Эпир конкурса парӑнтарма хатĕр.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас