Раштавăн 7-8-мĕшĕсенче Кÿкеçри «Улăп» физкультурăпа спорт керменĕнче “Хыпар” хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри XXX турнир иртрĕ.

Ăмăрту савăнăçлă парадран пуçланчĕ. Спортсменсемпе тренерсене ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Олег Мешков, Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕ Георгий Егоров, ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн çумĕ Сергей Шелтуков, “Хыпар” хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ Михаил Арланов, республикăри кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн ертÿçи Юрий Карпов, тĕнче категориллĕ судья Сергей Бронников /Киров облаçĕ/, СССР спорт мастерĕ Касим Гилязетдинов /Ульянов облаçĕ/, Вагиз Сунгатов /Тутарстан/ профессор саламларĕç.

Ăмăртăва 300 ытла спортсмен хутшăнчĕ. Елчĕк, Канаш, Патăрьел, Шупашкар, Улатăр, Йĕпреç, Вăрнар, Куславкка, Çĕрпÿ, Тăвай тăрăхĕнчи паттăрсемпе вăй виçме помост çине Чĕмпĕр, Чул хула, Киров облаçĕсенчен, Тутар, Коми, Мордва тата Мари республикисенчен килнĕ чи вăйлă атлетсем тухрĕç. Турнирăн пĕрремĕш кунĕнче хĕрсемпе хĕрарăмсем, яшсемпе арçынсем тупăшрĕç, тепĕр кун ветерансем ăмăртрĕç тата командăсен эстафети иртрĕ. Турнирăн пĕтĕмлетĕвĕпе пĕрремĕш вырăна Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн спортсменĕсем йышăнчĕç, Елчĕкпе Шупашкар районĕсен командисем - иккĕмĕшпе виççĕмĕш. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене Хисеп хучĕсемпе, медальсемпе тата кубоксемпе чысларĕç.