Раштав кĕллине хутшăнчĕç

7 Кăрлач, 2016

Кăрлач уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Иисус Христос çуралнă кун, Шупашкарти Пукрав-Татиана соборĕнче ирхи литурги иртрĕ. Чăваш митрополийĕн Пуçлăхĕ, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава ирттернĕ Раштав кĕллине Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа хутшăнчĕç.

Литургире çавăн пекех Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Юрий Васильев, Чăваш Республикин Правительствин членĕсем, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата ыттисем те пулчĕç. Христос тĕнне ĕненекенсен тĕп уявĕсенчен пĕрне халалланă службăна çĕршер çын пухăнчĕ. ЧР Наци телекуравĕ кĕлĕ пынине тÿрремĕнех трансляцилерĕ.

Уяв кĕллисем Вырăс Православи Чиркĕвĕн Чăваш Енри пĕтĕм храмĕнче иртнĕ.

И.КЛЕМЕНТЬЕВА