«Раштав çути» фестиваль-конкурс вун-вун ачана пухрĕ

22 Кăрлач, 2019

Нумай çул «Светозар» социаллă проектпа килĕшÿллĕн иртекен «Раштав çути» фестиваль-конкурс кăçал та Шупашкарти 1-мĕш искусство шкулĕнче пултаруллă вун-вун ачана пухрĕ. Тĕп хулари, республикăри ял-хулари музыка, искусство шкулĕсенче вĕренекенсем ăста юрласа, илемлĕ ташласа тĕлĕнтерчĕç, артист пултарулăхĕ тапса тăнине те кăтартрĕç.

Фестиваль-конкурса хутшăнакансене 1-мĕш искусство шкулĕн директорĕ Наталья Ванеркина саламларĕ, ачасене ăнăçу сунчĕ, çак проекта пуçарса янă теори дисциплинисен преподавательне Ольга Рудаковăна конкурса нумай çул ăнăçлă йĕркелесе пынăшăн тав турĕ. Ачасен пултарулăхне сумлă жюри – хула администрацийĕн, ыр кăмăллăх организацийĕсен, ятарлă вĕренÿ заведенийĕсен представителĕсем - хак пачĕ. Тĕп хулари Хăвăрт илтекен Турă амăшĕн чиркĕвĕн настоятелĕ Михаил протоиерей, çулсерен çак конкурса йĕркелеме хутшăнаканскер, çирĕплетнĕ тăрăх – чи лайăххисен хушшинче лайăххине палăртмă питĕ йывăр. «Ачасем пурте маттур, тăрăшуллă», - терĕ жюри председателĕ.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментари хушас