Ракетăна Уйăх çине вĕçтерес тесе

Çур ĕмĕр каялла, 1966 çулхи утă уйăхĕнче, Казахстанри пушхирте «Тюратам» станцире çар эшелонĕ чарăнчĕ. Унта — эпир, салтаксем: Чăваш Енрен, Тутарстанран, Мордовирен, Мари Элтан, Пенза облаçĕнчен — 120-шер çын.

Эпир хамăра ăçта илсе кайнине те пĕлмен. Çул çинче эшелон пуçлăхĕ Сухов майор хушнипе çыруçă пултăм, çавăнпа списоксем хатĕрлерĕм, çамрăксенчен нумайăшне астуса юлтăм. Маларах асăннă станцие çитсен çав списоксем тăрăх салтаксене тĕрлĕ чаçе ăсатрĕç, хăшне-пĕрне Звездограда /хальхи Байконур/ илсе кайрĕç. Çак хулана çитме эпĕ тахçантанпах ĕмĕтленнĕ вĕт! Пире мунча кĕртрĕç. Эпĕ унтан чи малтан тухса çар тумне тăхăнтăм. Сухов майор мана алă парса саламларĕ, «Уйăх дивизийĕн» пĕрремĕш салтакĕ эсĕ!» — терĕ. Çапла СССРăн чи вăрттăн та элита çар чаçĕн салтакĕ пулса тăтăм. Манпа пĕрле килнĕ яшсенчен ытларахăшĕ «Байконур» космодромăн 113-мĕш лапамĕнчи çар чаçĕнче карантин тухнă хыççăн 12471-мĕш çар чаçĕн тĕп пайĕ пулса тăчĕ. Çак йышăн 112-мĕш лапамра /монтаж-тĕрĕслев корпусĕ/ тата 110-мĕшĕнче /старт позицийĕ/ «Н1-Л3» ракета комплексĕ /урăхла каласан «Лунник»/ тата СССР космонавчĕсене Уйăх çине вĕçсе каялла таврăннă чухне кирлĕ 11А52 япала хатĕрлемелле пулнă.

Пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ: малтанхи ракета-космос системин тĕп конструкторĕ Сергей Королев тĕнчере пĕрремĕш спутнике космоса ăсатнă, Юрий Гагарина, Герман Титова, Андриян Николаева, Валентина Терешковăна, Алексей Леонова тĕнче уçлăхне кăларнă. Вăл, паллах, çакăнпа çеç çырлахасшăн пулман. Ытти планета тата Уйăх çине вĕçев йĕркелеме ĕмĕтленнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Королев çĕршыв Правительствине çыру янă, унта хăйĕн проекчĕпе — космонавтсене Уйăх çине вĕçтерсе каялла Çĕр çине тавăрасси пирки — паллаштарнă. Çак проекта пурнăçа кĕртес тесе кĕçех «Лунник» комплекс валли старт позицийĕн строительствине пуçланă. Çапла майпа «уйăх дивизийĕ» — инженер-сăнав 47-мĕш чаçĕ, 12471-мĕш çар чаçĕ — йĕркеленнĕ. «Лунник» старт комплексĕ — питĕ пысăк сооружени — манăн куç умĕнчех «ÿссе ларчĕ». Маншăн, ахаль салтакшăн, çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе космодромра пурнăçлани чăнласах та телей пулчĕ.

Хамăн хĕсмет вăхăчĕ космодром лапамĕсенче мĕнле иртни пирки 30 çултан «Ракета так и не взлетела на Луну» кĕнеке кăлартăм. Унта хампа пĕрле çар тивĕçне пурнăçланă салтаксен, сержантсен, офицерсен ят-хушаматне — 313 çыннăнне – йăлтах палăртнă, питĕ нумай сăнÿкерчĕк вырнаçтарнă. Шел, салтак пăттине пĕрле çинисенчен нумайăшĕ чирлет, хăшĕ-пĕри çут тĕнчерен уйрăлчĕ. Çакна та палăртса хăварас килет: 1967 çулта пирĕн инженер-сăнав 47-мĕш чаçне Ялав пачĕç. Çак Ялава йăтма икĕ чăваша — Николай Степанов /Елчĕкрен/ тата Николай Пайгильдин /Хĕрлĕ Чутайран/ сержантсене — шанчĕç, вĕсем дисциплинăна çирĕп пăхăннине тата кĕлетке енчен пиçĕ пулнине шута илчĕç ахăртнех. Эпĕ вĕсемпе мухтанатăп! Хăй вăхăтĕнче Уйăха тĕпчес тесе йĕркеленĕ ĕçе чăваш каччисем те — 120 çын таранах! — хутшăннăшăн савăнатăп.

12471-мĕш çар чаçĕ пирĕн çĕршывра хăй вăхăтĕнче чи вăрттăнни пулнине маларах палăртрăм ĕнтĕ. Пире салтакран килсен 15 çул шăп çÿремелле тесе алă пустарчĕç. Асаилÿсем çырасси, хаçат-журналта статьясемпе сăнÿкерчĕксем вырнаçтарасси пирки ĕмĕтленме те юраман. Çавăнпах Байконурăн икĕ офицерĕ, пĕр çуртрах пурăннăскерсем, пĕр-пĕрне 1991 çулччен палламан-пĕлмен. 1991 çулта темиçе офицер, Байконур ветеранĕсем, пуçтарăнса союз йĕркеленĕ. Эпĕ вĕсем патне 1996 çулта лекрĕм. 1997 çултанпа хамăн çар тумне тăхăнса кашни çулах ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче /Космонавтика кунĕ/ тата çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче /мухтавлă ентешĕмĕр Андриян Николаев тĕнче уçлăхне вĕçнĕ кун/ уява тухатăп. Космонавтика ветеранĕсен союзĕн Чăваш Енри уйрăмне йĕркелес тесе 8 çул чупрăм, кама кăна ÿкĕтлемерĕм-ши? Ĕмĕтĕм 2006 çулта тин пурнăçланчĕ, çав пĕрлĕхе авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче уçрăмăр. Вăл офицерсене çеç мар, космонавтикăпа çыхăннă çынсене пурне те пĕрлештерет. Пирĕн тĕллевсем: ветерансем çинчен хаçатсенче çырасси тата кĕнеке кăларасси, телекуравпа кăтартасси, çамрăк ăрăва космодромсенче тата космос çарĕсенче хĕсметре тăма хатĕрлесси.

Пĕлтĕр çулла эпир, 16 çын, 120 чăваш каччи «Тюратам» станцире чарăнса çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама тытăннăранпа 50 çул çитнине паллă тума Шупашкарти Юрий Гагарин космонавт палăкĕ умне пухăнтăмăр. Иртнине аса илтĕмĕр, малашлăхри плансене сÿтсе яврăмăр. Тĕллевсем вара пирĕн питĕ пысăк.

Алексей АЛБУТОВ,

Космонавтика ветеранĕсен союзĕн

канашĕн ертÿçи.

Алексей АЛБУТОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.