Раиса аппа

26 Авăн, 2018

Супар ялĕнче пурăнать 86 çулти Раиса Михайлова. Ĕмĕр тăршшĕпех вăл чукун çул çинче ĕçленĕ.
Раиса Михайловна йышлă çемьере кун çути курнă. Ашшĕ Михаил Григорьевич Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Шел, кун-çулĕ кĕске пулнă унăн, хаяр çапăçура пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Супар ялĕнчен вăрçа хутшăнса пуç хунă паттăрсен списокне унăн ятне- шывне те кĕртнĕ. Пилĕк ача ашшĕсĕр, Серафима Дмитриевна вара юратнă мăшăрĕсĕр юлнă. Арăмĕ мĕн виличченех упăшкине кĕтнĕ, вăл фронтра пуç хунине ниепле те ĕненмен. Чукун çул тăрăх вăрçă хирне ăсанакан эшелонсене мĕн чухлĕ туха-туха пăхман-тăр? Упăшки çемье тĕрекĕ пулнă-çке. Çав тапхăрта тăлăх салтак арăмĕн ачисенчен чи кĕçĕнни Гена та сăпкара выртнă.
Çемьери, хуçалăхри йывăрлăх амăшĕпе аслă хĕрĕ çине тиеннĕ. Çичĕ класс пĕтернĕ 15 çулти Раисăн малалла пĕлÿ илесси пăчланнă. «Вăрçă пынă вăхăтра та, каярахпа та йывăрччĕ лару-тăру. Çитменнине, çемьере манран кĕçĕнни тата тăватă ача. Вĕсене кам пулăшĕ? — аса илет вăл иртнине. — 1947 çулта аттен шăллĕ Захар Бардасов чукун çул çине ĕçлеме йыхравларĕ. Хăй те унта вăй хуратчĕ. Маншăн пĕлмен-илтмен ĕç пулман, мĕншĕн тесен Супар ялĕ çумĕнчех Трак чукун çул станцийĕ пулнă. Часах мана ĕçе йышăнчĕç».
Малтанах вăл Çĕрпÿ чукун çул станцийĕнче тăрăшнă. Хĕршĕн ĕç çăмăл пулман. Хĕлле çирĕплетсе панă участока, 7 çухрăм çула, юртан тасатнă. Алăран лумпа кĕреçе кайман унăн. Юсав ĕçĕсене те хутшăннă вăл. Йышлă çемье валли укçа перекетлес тесе Раиса аппа Çĕрпÿ станцийĕнчен тата аякри ĕç вырăнĕнчен сахал мар утнă. Çав тапхăрта чукун çул çинче ĕçлекен рабочисене те тÿлевсĕр çÿретмен.
Пултарулăхĕпе тараватлăхне, хастарлăхне кура ăна ĕçлеме Трак станцине куçарнă. Вăл вăхăтра Трак станцийĕ чукун çул урлă каçмалли 5 вырăна пăхса тăнă. Раиса Михайловнăн 70 çухрăма тăсăлакан çула асăрхаса тата тасатса тăма тивнĕ.
Паянхи кун та Раиса аппа Василий Егоров мастера ăшшăн аса илет. «Хам пенсие тухмасăр та çак ĕçрен ямастăп сана», — тесе çине-çинех аса илтернĕ-мĕн вăл хĕре. Лешĕ мĕн хушнине тĕплĕ пурнăçлани килĕшнĕ ĕнтĕ. Çамрăклăх, вăй-хал, тĕллев ĕçри йывăрлăхсене те парăнтарма пулăшнă. Малалла вулас...

www.hypar.ru
Татьяна БОРИСОВА, Красноармейски районĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.