Раççейри кăтартуран пысăкрах

24 Ака, 2015

Республикăри хăш районта ялсем тата хуласем йышлăрах?

П.ПЕТРОВ. Вăрнар районĕ.

Ял йышлăлăхне палăртакан кăтартăва 100 тăваткал çухрăм лаптăкра вырнаçнă ялсен хисепĕ çине пайласа палăртаççĕ. Раççей Федерацийĕнче çак кăтарту вăтамран 0,9-па танлашать. Чăваш Республикинче - 10 хут ытла пысăкрах. Вăтамран - 9,4.

Элĕк, Муркаш, Красноармейски, Çĕрпÿ районĕсенче ялсем ытларах. Улатăр, Пăрачкав, Шăмăршă, Йĕпреç, Патăрьел районĕсенче йышлăлăха палăртакан кăтарту пĕчĕкрех. Чăваш Ен территорийĕнче çурçĕртен кăнтăралла кайнă май ялсем сахалланса пыраççĕ.

Хуласен йышлăлăхне 10000 тăваткал çухрăм лаптăкпа виçсе палăртаççĕ. Чăваш Республикинчи кăтарту - 4,9 хула. Çакă Раççейри вăтам кăтартуран 3,5 хут пысăкрах. 1979-1989 çулсенче икĕ ял хутлăхне хула статусне панă май кăтарту 8,2-рен 9,3-е çити ÿснĕ. 1989-2002 çулсенче улшăну пулман. 2010 çулхи çырав вăхăтĕнче хула евĕр сакăр поселока ял шутне кĕртнĕрен хуласен йышĕ чакнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.