Раççейĕпех сасăланă «Халăх суйлавĕ» номинацире Кузьминсем çĕнтернĕ!
Кăçал çулла пулнă ку. Вăрнар район администрацийĕн опека пайĕн ĕçченĕсем Хорнсор ялĕнче пурăнакан Кузьминсене Раççейри ача йышăннă çемьесен хушшинче ирттерекен «Наши истории» кун кĕнекисен конкурсне хутшăнма сĕннĕ. Çемьен ятарлă сайтра хăйсен кил-йыш дневникĕпе паллаштармалла. Конкурсра чи лайăххисен авторĕсене Амăшĕн кунĕ умĕн Мускава чĕнсе илсе чыслама палăртнă.
Кун кĕнеки чи нумай сасă пухнă Кузьминсем кил-йышпа канашланă та сĕнĕве йышăннă, ĕçе пуçăннă. 10 ачаллă çемье хăйсем çинчен çырса кăтартнă историе палăртнă адреспа ярса панă. Тĕрлĕ регионта пурăнакан тĕрлĕ çемье историйĕсем сайтра нумайлансах пынă. Çынсем, вĕсемпе паллашнă май, хăйне килĕшнĕ историшĕн сасăлама та манман. Пĕррехинче Кузьминсем патне Мускавран шăнкăравланă: вĕсен çемйин кун кĕнеки чи нумай сасă пухнă иккен! Çак сăлтавпа чăваш çемйине Раççейĕн тĕп хулине йыхравлаççĕ. Чăваш Республикинчен - тата тепĕр çемьене, Шупашкарти Надеждинсене. Еленăпа Геннадий Тимченко ыркăмăллăх фончĕ çулçÿрев тăкакĕсене хăй çине илет-мĕн. Кун пек меллĕ самантра ачасене çĕршыв чĕрине епле илсе кайса кăтартмăн-ха? Çапла вара Екатерина Варсонофьевна 8-мĕш класра вĕренекен хĕрĕпе Викăпа, стройтехникумра ăс пухакан Витьăпа тата вĕсен чи аслă пиччĕшĕпе Валерипе инçе çула тухать.
15 çултан... - асăнмалăх парне
- Шăп çав кун, чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче, 15 çул каялла пирĕн ратнене пысăк хуйхă килсе çапрĕ: упăшкан йăмăкĕ Люба, улттăмĕш пепкине çуратнă хыççăн вĕрĕлнĕскер, пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Чÿк уйăхĕн 23-мĕшĕнче тăвансемпе, ял-йышпа юлашки çула ăсатрăмăр. Кĕçех тăлăха юлнă ултă ачана /вĕсен ашшĕпе, çул çинче инкек тÿснĕскерпе, темиçе уйăх маларах яланлăх сывпуллашнăччĕ/ хамăр патăмăра илсе килтĕмĕр. Хамăрăн та çемье йышлă пулнине пăхмасăр - тăватă ача - пурте пĕр килте пурăнма тытăнтăмăр. Тăвăрри темех мар - тăвансен тĕпренчĕкĕсене ача çуртне ярас-тăк ÿссен вĕсене куçран епле пăхăпăр? Çак шухăш çирĕп утăм тума хистерĕ. Вăхăт иртрĕ, ачасем вăй илсе ура çине тăчĕç темелле. Халĕ ĕнтĕ çул çитменни те - Вика кăна, тăван амăшĕнчен пĕр уйăхра юлнăскер. Эпир пĕр çемье пулса пурăнма тытăнни 15 çул çитнĕ кун пире Мускавра чыслама хатĕрленни хăйне евĕр символ пек туйăнчĕ. Инçе çула тухас умĕн хамăртан ытла та ир уйрăлса кайнă тăванăмăра асăнтăмăр, - калаçăвăмăр çапла пуçланчĕ Екатерина Варсонофьевнăпа.
432 çемье хутшăннă «Наши истории» конкурса. Кун пек пысăк йыш пуласса йĕркелÿçĕсем хăйсем те кĕтмен-мĕн. Çавăнпах жюри çĕнтерÿçĕсене суйласа хăшкăлнă. Гран-присĕр пуçне темиçе номинаци çĕнтерÿçине палăртмалла.
- Акă тĕрлĕ номинантсене чысларĕç. Чи юлашкинчен Гран-прие çĕнсе илнĕ Ларионовсемпе /Новосибирск хули/ пире сцена çине чĕнчĕç. «Халăх суйлавĕ» номинацире çĕнтерÿçĕсем пулса тăтăмăр. Ача йышăннă икĕ çак çемьене уйрăм парне - 2016 çулта Хура тинĕс хĕрринче çемьепе канма сертификат - тивĕçрĕ. Чи ырă туйăмсен авăрне лекнĕскер сăмах калама тăтăм та - пыра тем капланчĕ. Çак кун пирĕншĕн хăйне евĕр кун пулнине темиçе сăмахпа ăнлантарма хăтлантăм - куççуль пăчăртанса тухрĕ. Зал тăвăллăн алă çупни çынсем пирĕн çемьене чăннипех ырă суннине çирĕплетрĕ. Ывăлăм Валера, вăл шкулта вĕрентекенре вăй хунă хушăрах «Асамат» эстрада ушкăнĕнче юрлать, илемлĕ чăваш юрри тăсса ячĕ, - Мускаври туйăмсем халĕ те сĕвĕрĕлмен-ха ăшпиллĕ хĕрарăм чунĕнче.
Тăваттă хушас улттă...
Пирĕн пысăк çемье атте-анне килĕнче пухăнсан, темиçе мăшăр ура тĕпĕртетнĕрен пÿрт те чĕтреннĕ чухне, эпир 2000 çулхи кĕркуннене аса илетпĕр. Ун чухне эпĕ пиллĕкмĕш курсра вĕренеттĕм», - çапла пуçлать кун кĕнекинче хăйсен пысăк кил-йышĕ çинчен каласа пама Кузьминсен аслă хĕрĕ Валентина, ĕнтĕ хăй те виçĕ ача амăшĕ пулса тăнăскер. Ашшĕпе амăшне тăванĕсен ачисене пăхма пуринчен ытла вăл пулăшнă. Пĕчĕк Викăна, çут тĕнчене тин килнĕскере, кашни минутрах тимлĕх кирлине ăнланса Валя, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ аслă курс студенчĕ, хăй тĕллĕн планпа вĕренме куçать. Куллен ĕçе çÿрекен амăшĕ кăкăр ачипе килте лараймассине ăнланса хăйĕн çине пысăк яваплăх илет - Викăна хăй пăхма тытăнать.
«Опека йĕркелес ĕç икĕ эрнене яхăн тăсăлчĕ. Çав хушăра яваплă орган ачасене районти больницăра тытрĕ. Анне тăлăхсемпеччĕ, атте куллен вĕсем патне çÿретчĕ. Пĕринче, аннен документсемпе чупкаламалла чухне, иккĕмĕш сыпăкри шăллăмсемпе йăмăксем патне эпĕ кайрăм. Çавăн чухне мĕнлерех туйăмсен авăрне лекнине каласа кăтартма тивĕçлĕ сăмах тупма та пултараймастăп. Вика маншăн хамăн хĕрĕм пек туйăнма пуçларĕ. 4 çулти Ваньăн тунсăх куçĕсене, саккăрти чĕмсĕр Витьăна, шăпăрт кăна Вероникăна курма мĕн тери йывăрччĕ. Валера кăна, калаçма ухутаскер, сăмах хушатчĕ. Ытларах чухне вĕсем пурте ыйтуллăн пăхса ларатчĕç: «Малалла мĕн пулать?» Вероника: «Киле хăçан каятпăр?» - тесе ыйтни те асрах. Ăна мĕн хуравламаллине тÿрех тавçăрса та илеймесĕр: «Кĕçех, кăшт кăна чăт, кĕçех эпир пурте килте пулатпăр», - терĕм.
Ăшăмра вара вĕсен килĕ хупăнни, малашне эпир пурăнакан çурт пĕрлехи кил пуласси çинчен шухăшласа илтĕм», - кун кĕнекипе паллаштăп та - 15 çул каяллахи самантсене аса илсе çырни ытла та чуна пырса тивет.
Тăваттă хушас улттă... Кусем - ачасем кăна. Йăмăкĕн Любăн ачисене хăйсен çуначĕ айне илсен Анатолий 54 тăваткал метр лаптăклă пÿртре тăвăртараххине туять /мăшăрĕн амăшне те, чир-чĕрпе аптăраканскере, кÿршĕ ялтан хăйсем патне пурăнма илсе килнĕ/. Икĕ хутлă кравать ăсталани кăна /ăна ылтăн алăллă арçын хăй янтăланă/ лару-тăрăва нумай лайăхлатмасса ăнланнă кил хуçисем. Кĕçех çурт çумне кухня тата çывăрмалли пĕр пÿлĕм хăтласа лартнă.
- Çĕнĕ кухньăшăн уйрăмах хытă савăнтăмăр. Унăн пĕлтерĕшĕ апат çимелли пÿлĕмрен анлăрах-çке: пĕрле пухăнсан темĕн çинчен те калаçма юрататтăмăр. Халĕ те, чылайăшĕ çитĕнсе çемье çавăрнă хыççăн та, атте-анне килĕнчи чи кăмăллакан кĕтес вăл. Астăватăп: пирĕн йыша хушăннă шăллăмсенчен пĕри, Вася, эпир апат хатĕрленине сăнама, хăй те мĕн те пулин туса пулăшма юрататчĕ. Интернетра тĕрлĕ рецептсем тупса кулинар ĕçне пуçăнатчĕ. Пурăна-киле ăна çак туртăм Шупашкарти апат-çимĕçпе коммерци техникумне илсе çитерчĕ, - каласа кăтартать йăмăкĕсемпе шăллĕсемшĕн иккĕмĕш анне /чăннипе, виççĕмĕш темелле-ха/ пулса тăнă Валя.
Вулаканăма пĕр вăрттăнлăх уçса парам: çулталăк каялла пирĕн Издательство çуртне çамрăк фотокорреспондента ĕçе илчĕç. Василий Кузьмин, Вăрнар район каччи, тĕнчери чи тутлă тортсемпе чĕлхе çăтса ямалла кукăльсем ăсталма маçтăр Вася çапла майпа фотожурналистикăра хăйĕн çулне йĕрлеме тытăнчĕ.
Пĕр кăшăлти чечексем пек
Çавăн пек калама пулать Кузьминсен пĕр-пĕрне тĕрев пама яланах хатĕр ачисем çинчен. Кашниех çывăх тăванĕсем нихăçан та инкекре хăвармасса лайăх пĕлет, çавăнпа пĕрлех хăйĕн яваплăхне те туять. Яланах. Пысăк ĕç пуçарнă чухне е йывăр самантсенче çемьери ырă йăла - пĕрлехи енчĕке пулăшу укçи хывасси - хута каять. Ĕçлесе пулăшасси пирки - сăмах та çук! Ахальтен-и вĕсене кÿршĕ-аршă, ял-йыш та ăмсанать. «Мĕн акатăн, çавă шăтать ĕнтĕ», - теççĕ чылайăшĕ Анатолипе Екатеринăн пархатарлă утăмне ырласа.
Тÿснĕ йывăрлăхсемшĕн вара чунĕпе пуян çак мăшăра шăпа сăвап курса пурăнмалăх вăрăм ĕмĕр пиллетĕрччĕ.
Комментари хушас