Раççей вăйĕ - халăхсен пĕрлĕхĕнче
8 Ноября, 2016 | Хыпар | Хула | Уяв

Чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре çын йышлă — пĕтĕмпе 11 пине яхăн — пухăнчĕ, унта Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа концерт-митинг иртрĕ.

Аса илтеретпĕр: Халăх пĕрлĕхĕн кунне пирĕн çĕршывра 2005 çултанпа паллă тăваççĕ. Чи «çамрăк» уявсенчен пĕри вăл, унăн ят-сумĕ çулсеренех ÿссе пырать. Мероприятие тĕрлĕ политика партийĕн, общество пĕрлешĕвĕсен, профсоюз организацийĕсен, ĕç тата пултарулăх коллективĕсен представителĕсем, предприяти-учрежденире вăй хуракансем, студентсем, хула çыннисемпе хăнасем хутшăнчĕç. Чылайăшĕн аллинче — ялавсем, халăхсем пĕр шухăшлă пулнине палăртакан плакатсем. Пурте савăнăçлă, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмлă, пĕр-пĕрне уяв ячĕпе саламлаççĕ, пĕлĕшĕсене курсан ыталасах илеççĕ. Чуна хăпартлантаракан юрă-кĕвĕ шăранать.

Уяв хитре шоуран пуçланчĕ: ăна Раççейре пурăнакан тĕрлĕ халăхăн наци костюмĕсене тăхăннă артистсем тата ялавсем йăтнă çынсем кăтартрĕç. Унтан митинга пухăннисем пурте пĕрле тата пĕр кĕвĕллĕн Раççей гимнне шăрантарчĕç. Гимн чăнласах та питĕ мăнаçлăн янăрарĕ.

Акцие килнисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ: «Раççейĕн историйĕ нумай ĕмĕре тăсăлать, вăл йăла-йĕркепе пуян. Раççей Федерацийĕн вăй-хăвачĕ — çĕршывăмăрăн нумай нациллĕ халăхĕн пĕрлĕхĕнче!» Вăл аслă ăру представителĕсене çамрăксене тивĕçлĕ воспитани панăшăн тав турĕ. Пурне те ăнăçу, пысăк çитĕнÿсем тата вăрăм ĕмĕр сунчĕ.

РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев паян Чăваш Республикинче пурăнакан пĕтĕм халăхăн хăйĕн чĕлхине, культурине аталантарма, йăли-йĕркине упраса хăварма май пуррине палăртрĕ. «Пирĕн тĕллев — хамăрăн патшалăхăмăрăн пĕрлĕхне сыхласа хăварасси, унăн вăй-хăватне ÿстересси, нацисен хушшинчи килĕшÿлĕхе упрасси», — терĕ сенатор.

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов ку уява 1612 çулхи пулăмсене халалласа çирĕплетнине аса илтерчĕ. «Паянхи кăткăс геополитика лару-тăрăвĕнче пирĕн Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тавра чăмăртанмалла. Пĕр шухăшлă пулсан çеç эпир çитĕнÿсем тума пултаратпăр!» — терĕ Леонид Ильич.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов та çак шухăша малалла тăсрĕ: «Шăпах халăхсен пĕрлĕхĕ йывăр вăхăтра Раççейĕн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварма май панă. Пирĕн нумай нациллĕ çĕршывра халăхсен йăли-йĕркине, культурине, кăмăл-сипет еткерне упрани çеç пурнăçа лайăх еннелле улăштарма май парать». Спикер Чăваш Республикинче тĕрлĕ халăх пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннине палăртрĕ.

«Эпир пурте тĕрлĕрен, анчах пире патриотизм туйăмĕ, Тăван çĕршыва юратни тата унпа мăнаçланни пĕрлештерсе тăрать. Паян эпир пурте пĕр командăна пĕрлешсе тăван Чăваш Ене тата аслă Раççей Федерацине аталантарас тесе тăрăшатпăр. Çамрăксен пирĕнте çĕнтерÿçĕ халăхăн юнĕ чупнине асра тытмалла!» — хавхаланса калаçрĕ ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ – Патшалăх строительстви, вырăнти хăйтытăмлăх, Регламент тата депутат этики енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ, “Единая Россия” политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов.

Шупашкар хулин пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Клементьева та 1612 çулхи пулăмсене кĕскен аса илчĕ, халăхсен пĕрлĕхĕ паянхи кун та — кăткăс геополитика лару-тăрăвĕн условийĕсенче, Раççее тĕрлĕ енлĕн пусарма хăтланнă тапхăрта — питех те пысăк пĕлтерĕшлине пĕлтерчĕ. «Çак уяв пирĕн вăй халăхсен пĕрлĕхĕнче тата пĕршухăшлăхĕнче пулнине тепĕр хут çирĕплетет. Эпир Раççей Федерацийĕн Президенчĕпе Владимир Путинпа тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Тăван çĕршывăмăр аслă патшалăх пултăр тесе йăлтах тăвăпăр», — шантарса каларĕ Ирина Всеволодовна.

Уява килнисене сумлă ытти хăна та саламларĕ. Пултарулăх коллективĕсем — Августа Уляндина тата «Ярды» ансамбль, «Классика» капелла, вырăс юррин «Золотые родники» тата тутар юррин «Ялкын» халăх ансамблĕсем — пысăк концертпа савăнтарчĕç.

Халăх пĕрлĕхĕн кунне тата Хусан Турă Амăшĕн турăшĕн кунне халалласа чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарта йăлана кĕнĕ Хĕреслĕ çул иртнĕ. Унта хутшăнакансем Введени кафедра соборĕ патĕнчен пуçласа арçынсен Çветтуй Троица мăнастирĕ — Воробьев композиторсен урамĕ — Карл Маркс урамĕ — Республика тÿремĕнчи Христос çуралнин чиркĕвĕ маршрутпа утнă. Унта уяв молебенĕ иртнĕ.

Чăваш Енĕн 200 ытла çынран — педагогсенчен, спортсменсенчен, халăх пултарулăхĕн ансамблĕн артисчĕсенчен — тăракан делегацийĕ Мускавра «Эпир пĕрле!» митинга хутшăннă, Раççей халăхĕсемпе пĕрле тĕп хула урамĕсем тăрăх утнă. Йышра юнашарах Мускав хулипе облаçĕнче пурăнакан чăвашсем те пулнă.

Пирĕн республикăри пĕтĕм районпа хулара Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа тĕрлĕ мероприяти иртнĕ: концертсем, фестивальсем, куравсем, тематика урокĕсем, информаци сехечĕсем, литература каçĕсем. Çавăн пекех документлă фильмсем кăтартнă. ЧР Культура министерстви пĕлтернĕ тăрăх — юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕччен асăннă уяв ячĕпе 650 ытла мероприяти йĕркеленĕ, вĕсене 30 пин ытла çын хутшăннă.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

 

Лев КУРАКОВ, Чăваш Республикинчи халăхсен ассамблейин председателĕ:

— Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ — Раççейре пурăнакан халăхсен пĕрлĕхĕн, çураçулăхĕн, патриотизм вăйĕн уявĕ. Пысăк тата пĕчĕк, вăйлă тата вăйсăр, ăслă тата айван халăхсем çук, эпир — пурте пĕртан. Раççей вăйĕ — шăпах халăхсен пĕрлĕхĕпе туслăхĕнче. Эппин, яланах пĕр çемьери пек пурăнар!

Николай УГАСЛОВ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ:

— Пирĕн республикăра 128 халăх, национальноç представителĕ тĕпленнĕ. Кашни халăхăн — хăйĕн йăли-йĕрки, культурăпа истори еткерĕ, ăна упраса хăвармалла кăна мар, малалла та аталантармалла. Чăваш халăхĕ пуринпе те килĕштерсе туслă пурăнать, ку енĕпе ытти нацие ырă тĕслĕх кăтартать. Çапла пулмалла та.

Салман МАЙРУКАЕВ, Чечня Республикин Пуçлăхĕн Чăваш Республикинчи представителĕ:

— Ку уяв пире эпир пурте пĕрлехи патшалăх, пĕрлехи наци — кашни хăйĕн культурипе, чĕлхипе, йăли-йĕркипе — пулнине ăнланма май парать. Эпир пурте — Раççей çыннисем. Енчен те кашни çын хăй Раççейĕн пĕр пайĕ пулнине ăнлансан эпир тата лайăхрах пурăнма пуçлăпăр.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.