«Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форума хутшăнар!

7 Юпа, 2014

Юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Чăваш Енре Пĕтĕм тĕнчери V «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» спорт форумĕ иртет. Унăн программипе килĕшÿллĕн Шупашкарта массăллă спорт мероприятийĕсем пулаççĕ.

Уява юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче йăлана кĕме ĕлкĕрнĕ «Зарядка çăлтăрпа пĕрле» старт парать, ăна Раççейри паллă телеертÿçĕ, «Раççей 2» телеканалăн спорт комментаторĕ Дмитрий Губерниев ирттерет. Зарядка 10 сехетре Хĕрлĕ лапамра пуçланать. Унта 10 пине яхăн çын хутшăнассине палăртнă, вĕсенчен 3 пинĕшĕ - шкул ачисем, вĕрентекенсем, ача сачĕсен воспитателĕсем. Чăваш наци телекуравĕ зарядкăна тÿрĕ эфирта кăтартать, унăн Интернет-трансляцине йĕркелет. Çав шутра - республикăн влаç органĕсен официаллă порталĕнче те.

Зарядка вĕçленсен Хĕрлĕ лапамра Пĕтĕм тĕнчери спорт форумĕ савăнăçлă лару-тăрура уçăлать. Вăл 11 сехетре спортсменсен парачĕпе пуçланать. Унта спорт федерацийĕсем, спорт шкулĕсен коллективĕсем тата паллă спортсменсем хутшăнаççĕ. Вĕсем спорт талисманĕсене - Мускаври Олимпиада-80 символне Упа çурине, Шупашкарта хăвăрт утас енĕпе иртнĕ Тĕнче кубокĕ-2008 символне Кăвакал чĕппине тата Чăваш Енĕн тĕп хулинче 2015 çулта çăмăл атлетика енĕпе йĕркелекен Европа чемпионачĕн символне Çăлтăра йăтса иртеççĕ. Малалла - хăйне евĕрлĕ флешмоб: юхăма хутшăнакан 800 ытла çын «чĕрĕ» сăмах - «ГТО» - çырать. Юлашкинчен савăнăçлă мероприятие пухăннисем пурте хăйсен вăйне тĕрĕслеме, ГТО нормативĕсене пурнăçлама пултарĕç.

12 сехетре Хĕрлĕ лапамра çĕр-шывра пирвайхи хут Пĕтĕм тĕнчери çуран утмалли кун старт илет. Унта сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан 15 пин ытла çын хутшăнĕ: ĕç коллективĕсем, ачасемпе студентсем, ача сачĕсене çÿрекенсем, пенсионерсем. Чăваш Енĕн Олимп резервĕн шкулĕн хăвăрт утаканĕсем ертсе пынипе пурте Шупашкар заливĕ тавра хывнă маршрутпа çуран утĕç. Пĕтĕм тĕнчери çуран утмалли кун Пĕтĕм Раççейри ачасен «Орленок» центрĕпе /Анапа хули/ тата Сочи хулинчи Олимп паркĕпе видеоконференци йĕркелеççĕ.

Юпа уйăхĕн 9-мĕшне Пĕтĕм Раççейри «Ĕçлеме тата хÿтĕлеме хатĕр» физкультурăпа спорт комплексĕн программин нормативĕсене пурнăçламалли пĕрлехи кун тесе пĕлтернĕ. Тĕп хулари «Спартак» стадионта 12-рен пуçласа 17 сехет те 30 минутчен пысăк спорт уявĕ ирттерме палăртнă. Унта республикăра пурăнакансем, хăнасем спортăн тĕрлĕ дисциплинипе тестсем пурнăçлама пултарĕç. Хăйсен вăйне тĕрĕслес кăмăллă мĕн пур çын валли Хĕрлĕ лапамра та тепĕр лаптăк йĕркелеççĕ. Çак тĕрĕслеве 1 пин ытла çын хутшăнасса кĕтеççĕ. Мероприятие 300 ытла судьяпа волонтера явăçтарĕç.

Кăнтăрла çавăн пекех ачасен хулари, республикăри 160 çемйи хутшăнакан «Атте, анне тата эпĕ - спорт çемйи» пысăк уявĕ пуçланать, вăл Хĕрлĕ лапамра 16 сехетчен пырĕ. Çав вăхăтрах «Энергия» стадионта ачасемпе çамрăксем çăмăл атлетикăпа мини-футбол ăмăртăвĕсенче тупăшĕç.

13-рен пуçласа 18 сехетчен хулан тĕп урамĕ - Карл Маркс урамĕ - Спорт бульварне çаврăнĕ. Кунта 30 ытла тематика площадки пулать, вĕсенче республикăн тĕп хулинчи спорт шкулĕсемпе спорт федерацийĕсем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе, спортăн тĕрлĕ енĕпе паллаштарĕç. Тăватă площадкăра 8-9-мĕш классенче вĕренекенсем баскетбол енĕпе вăй виçĕç. 14-ран пуçласа 17 сехет те 30 минутчен халăх Хĕрлĕ лапамра «Спорт - пурин валли те» фестивальте киленĕ - спортăн урамри, экстремаллă, наци тата çамрăксен тĕсĕсемпе йĕркеленĕ кăтартуллă физкультура программипе паллашĕ.

«Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форум кунĕсенче тăршшĕпех Республика лапамĕнче пĕтĕм тĕнчери куравсемпе экспозицисем, спорт отраслĕн инноваци аталанăвне, Раççейре çывăх çулсенче иртмелли пысăк спорт мероприятийĕсене, çак профильпе çыхăннă пичет продукцине, мультимедиа- тата Интернет-ресурссене халалланăскерсем, ĕçлĕç.

Пĕтĕм тĕнчери VI «Паянхи спорт». Инновацисем тата малашлăх» курава массăллă спорт аталанăвне, «Ĕçлеме тата хÿтĕлеме хатĕр» комплекс чĕрĕлĕвне, физкультурăпа спорт занятийĕсем валли кирлĕ пурлăхпа техника никĕсне çĕнетессине халалланă. Пĕтĕм тĕнчери «Спорт литератури, пресси, мультимедиа» курав кăçал 5-мĕш хут иртет. Вăл - тĕнчери профиль литературин паллă издательствисен, Интернерт-ресурссен тата мультимедиахатĕрсен экспозицийĕсен йăлана кĕнĕ площадки. Хăйĕн продукцийĕпе унта чăваш кĕнеке издательстви те паллаштарĕ.

«Спорт республика пурнăçĕнче» фотокурав спорт тĕнчине фотокамера объективĕ витĕр курса хаклама сĕнет. Унăн тĕллевĕ - халăхăн анлă йышне Раççей спортсменĕсен çитĕнĕвĕсене кăтартасси. Кунта «Советская Чувашия» хаçатăн «Эпĕ сывă - çĕр-шыв вăйлă» конкурсне ярса панă ĕçсен фотокуравĕ вырнаçĕ. Сăн ÿкерчĕксем республикăри спортпа, сывă пурнăç йĕркипе туслă çынсем çинчен каласа параççĕ.

Форума хутшăнакансем тата хăнасем çавăн пекех уйрăм курав павильонĕсемпе, стендсемпе те паллашма пултарĕç. «Субъектсен аллейи» экспозици стенчĕсем Раççейри регионсенчи физкультурăпа спорт аталанăвĕн уйрăмлăхĕсене кăтартĕç. Раççейре 2018 çулта ирттерме палăртнă Тĕнче чемпионачĕн павильонне кĕрсен футбол уявĕн атмосферине туйма май пулĕ. Чемпионат иртекен хуласем тăрăх мультимедиатурта пулса куратăр, интерактивлă викторинăсене хутшăнатăр. Пĕтĕм тĕнчери ытти спорт ăмăртăвĕн стенчĕсене те хатĕрлеççĕ. Çав шутра - 2015 çулта спортăн шывра ишессипе çыхăннă тĕсĕсен Тĕнче чемпионачĕ, 2019 çулхи Пĕтĕм тĕнчери хĕллехи универсиада. Тата - 2021 çулта Пĕтĕм тĕнчери вăйăсене ирттермелли правăна çĕнсе илмелли заявка стенчĕ.

Аса илтеретпĕр: юпа уйăхĕн 9-мĕшĕ - автомобильсĕр кун. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне халалланă мероприятисен вăхăтĕнче транспорт çÿревне вăхăтлăха чармалли йышăнăва алă пуснă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.