Раççей Президенчĕн Çырăвне сÿтсе яватпăр

12 Раштав, 2014

Роза Кондратьева, РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ:

- Раççей Президенчĕ хăйĕн Çырăвĕнче экономикăпа социаллă тытăм аталанăвне пысăка хунă. Тĕп ыйтусенчен пĕри - сывă çемьепе сывă наци, экономикăри тата социаллă тытăмри тĕллевсем. Кашни çыннăн чи малтан хăйĕн ĕçне лайăх, яваплăха туйса тумалла, пуçаруçă пулмалла.

Çырура предпринимательлĕхе, уйрăмах пуçламăш тапхăрта, пулăшмалли çинчен сăмах хускатнă. Бизнесран та курăмлă улшăну кĕтеççĕ: хамăр патра туса кăларакан тавар производствине, паха апат-çимĕçпе медикаментсен йышне ÿстермелле, промышленноçа аталантармалла. Пысăк квалификациллĕ кадрсене явăçтарма тивĕçлĕ условисем тăвасси те пĕлтерĕшлĕ.

Демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕлĕшпе йышăннă программăсен тухăçлăхне палăртнă. Ача çураласси ÿснине тÿрремĕнех амăшлăха пулăшнипе çыхăнтармалла. Пирĕн республикăра амăшĕн капиталĕн сертификатне 56 пин ытла çемье тивĕçнĕ, вĕсенчен 33 пин ытларахăшĕ пурăнмалли çурт условийĕсене лайăхлатнă, амăшĕн укçипе ачисене вĕрентекенсен шучĕ те хушăнать. Çулсеренех Раççей çыннисен пурнăç çулĕ ÿссе пырать. 2014 çулта кăна Чăваш Енре пенсионерсен йышĕ 5 пине яхăн ÿсрĕ.

Çырура инвалидсене пулăшакан патшалăх программине малалла тăсмаллине, социаллă учрежденисене аталантармаллине палăртнă. Республикăра 90 пин çын инвалида тухнипе пенси илет. Инвалидсене пулăшма ятарлă пандуссем, транспорта лартмалли вырăнсем йĕкелеççĕ, коляскăсене çĕклемелли ятарлă пусма туянаççĕ. Пенси фончĕ çавăн пекех Чăваш Республикин социаллă программине укçа уйăрать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çине тăнипе кăçал программăна укçа уйăрассине тата 13 миллион тенкĕлĕх ÿстернĕ. Ку укçа Çĕмĕрлери халăха пулăшу кÿрекен социаллă центрăн кăнтăрлахи уйрăмне туса пĕтерме кайĕ.

Николай Васильев, ЧР «Агро-Инноваци» унитари предприяти директорĕ:

- Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче агропромышленноç комплексĕн пĕлтерĕшне палăртрĕ тата ял ĕçченĕсене тăрăшса вăй хунăшăн тав турĕ. Чăн та, кăçал çĕршывра тухăçлă тыр-пул пухса кĕртнĕ. АПКри производство ÿсĕмĕ 6 процентпа танлашнă.

Юлашки вăхăтра ялхуçалăхне пулăшма хушма мерăсем йышăнаççĕ, укçа уйăраççĕ. Правительство импорта хамăр продукципе улăштарма, çав шутра апат-çимĕçе ютран турттарма чарас тĕлĕшпе те, программăсем хатĕрлессипе ĕçлет.

Федераци ертÿçисем çĕршыва апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессине ăнланни курăнать. Эпир çывăх вăхăтра АПК енне ытларах çаврăнасса, укçа енчен пулăшасса, тавар туса илекен мĕнпур тытăма укçа уйăрас уçăмлăха ÿстерессе шанатпăр.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.