Раççей кубокĕнчен – «Хыпар» турнирне

Авăн уйăхĕн 21-23-мĕшĕсенче Крым Республикинчи Алушта хулинче кире пуканĕ йăтассипе Раççей кубокĕ иртрĕ. Унта 37 регионти 200 яхăн спортсмен вăй виçрĕ. Ăмăртăва Чăваш Ен пăхаттирĕсем те хутшăнчĕç.

Унта пирĕн пикесем уйрăмах палăрчĕç. Йĕпреç районĕнчи Пучинкере çуралса ÿснĕ, халĕ Питĕрти çар округĕн прапорщикĕ Джанита Павлова-Щербина 63 килограмлă виçере тупăшрĕ. РФ тава тивĕçлĕ тренерĕн Сергей Кирилловăн вĕренекенĕ 174 очко пухса виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.
63 килограмран йывăртарах виçере 11 пике вăй виçрĕ. Помост çине Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕ Анастасия Александрова та тухрĕ. 22 çулти атлет спорт хатĕрне 176 хут сулласа çĕклесе тăваттăмĕш результат кăтартрĕ. Пĕлтĕр Кăнтăр Корейăра иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче вăл юниорсен ушкăнĕнче мала тухнăччĕ, кăçалтан çитĕннисемпе пĕрле ăмăртать. Хальхинче те вăл республика рекордне çĕнетрĕ. Сăмах май, кăçал официаллă ăмăртусенче хĕрсем кире пуканĕ йăтма пуçланăранпа 15 çул çитрĕ. Чăваш Ен пикисенчен тимĕр вăййинче чи малтан Любовь Эллина-Семенова палăрнăччĕ.
Алуштăра чăваш каччисенчен спортăн тĕнче класлă мастерне Александр Павлова ăнчĕ. Вăл та ку таранччен юниорсен ушкăнĕнчеччĕ. Пурпĕр çухалса каймарĕ пăхаттир. 90 килограмлă атлет çивĕч кĕрешÿре бронза медале тивĕçрĕ. Сашăн çывăх юлташĕ Алексей Иванов та лайăх кăтартупа палăрчĕ. 32 килограмлă снаряда 205 хут сулласа çĕклерĕ. Ку та республика рекорчĕ. Анчах вăл пĕрремĕш хăнăхтарура очко сахалрах пухрĕ, çавăнпа призерсен йышне лекеймерĕ.
Çак кунсенчех Алуштăра РФ кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн президиумĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта «Хыпар» парнисене çĕнсе илессишĕн ирттерекен Пĕтĕм Раççейри турнирăн тĕп судйи пулма Сергей Кириллова çирĕплетрĕç. Аса илтеретпĕр: йăлана кĕнĕ ăмăрту чÿк уйăхĕн 3-4-мĕшĕсенче Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче иртĕ. Сăмах май, «Хыпар» турнирĕнче пирĕн ентешĕн вĕренекенĕсем те хутшăнаççĕ.

www.hypar.ru

Юрий КАРПОВ, ЧР кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн ертÿçи.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.