Раççей кубокĕнче - чи пултаруллисем

11 Раштав, 2015

«Шупашкар-Арена» Пăр керменĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ мелпе кĕрешекен хĕрарăмсен хушшинче Раççей кубокĕ иртет.

Пĕтĕм тĕнче статусне илнĕ уçă турнирта Азербайджан, Казахстан, Монголи, АПШ тата Раççей спортсменĕсем вăй виçеççĕ. 106 кĕрешÿçĕ яланхи пекех 8 виçере тупăшать. Кавир çине тĕнчери тата Европăри чи пысăк турнирсенче палăрнă Валерия Чепсаракова, Валентина Исламова, Наталья Воробьева, Кларисса Чун тухаççĕ. Чăваш Ен чысне 8 хĕр хÿтĕлет: Наталья Гольц, Екатерина Краснова, Надежда Федорова, Мария Кузнецова, Вероника Чумикова тата ыттисем.

Акă малтанхи кăтартусем те паллă пулчĕç. Вĕсемпе ăмăртăвăн иккĕмĕш кунĕнче ятарлă пресс-конференцире паллаштарчĕç. Унта ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Шелтуков, ЧР спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн президенчĕ Алексей Лапшин, РФ спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Омар Муртузалиев, РФ хĕрарăмсен пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Юрий Шахмурадов хутшăнчĕç.

«Кăçал ăмăртăва Пĕтĕм тĕнче шайĕнче иртекен Иван Ярыгин гран-прийĕ евĕрлĕ форматпа йĕркелеме шухăшларăмăр. Чăн та, йăнăшмарăмăр. Чăваш Ене çĕршыври чи пултаруллă спортсменсем кăна мар, тĕнчери чи ăста кĕрешÿçĕсем те килчĕç. Çакă пирĕннисемшĕн лайăх опыт. Тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче çăмăлтарах пулать вĕсене. Кубокра çĕнтерекенсен, суйласа илмелли тĕп ăмăрту мар пулин те, Олимп вăййисене хутшăнма шанăç пур», - палăртрĕ Омар Муртузалиев.

http://gov.cap.ru/photo.aspx?gov_id=20&id=131085

Рубрика: