- Чăвашла верси
- Русская версия
Раççей командине кĕртме сĕннĕ
Пĕлтĕрхи октябрьте Чăваш Енре иртнĕ «Раççей - спорт çĕршывĕ» пĕтĕм тĕнчери форума килнĕ политиксем, вун-вун регион ертÿçи тата тĕрлĕ патшалăх представителĕ пирĕн тăрăхра физкультурăпа спорт лайăх аталаннине палăртрĕç. Çапла, тăван республика юлашки çулсенче чăннипех те спорт çĕршывĕ пулса тăчĕ. Кун çинчен Раççей кунĕнче Шупашкарта хăвăрт утас енĕпе иртнĕ çĕршыв чемпионатĕнче йĕркеленĕ пресс-конференцире XXI ĕмĕр пуçламăшĕнчи тĕнчери чи вăйлă çăмăл атлетсенчен пĕри, XXVIII Олимп вăййисен чемпионĕ Юрий Борзаковский те каларĕ.
«Олимпийский» тĕп стадионта ăмăртусем савăнăçлă лару-тăрура уçăлнă хыççăн старта хĕрсемпе яшсем тухрĕç. Шел те, çĕнелнĕ те капăр стадионта пирĕн ентешсем япăхрах ăмăртрĕç. Юниоркăсен 10000 метрлă дистанцийĕнче Олимп резервĕсен Шу¬пашкарти училищинче вĕренекен Анастасия Чернова Челябинск облаçĕнчи тĕнче спорт мастерĕсем Ольга Шаргинăпа Анастасия Таушканова хыççăн виç¬çĕмĕш вырăн йышăнчĕ.
Ăмăртусен иккĕмĕш кунĕнче вара Чăваш Ен спортсменĕсем икĕ ылтăн медале тивĕçрĕç. Чи çивĕч кĕрешÿ хĕрарăмсен 20 çухрăмлă дистанцийĕнче пулчĕ. Хальхинче старта юлашки çулсенче студентсен Пĕтĕм тĕнчери Универсиадисенче тата Европа чемпионачĕсенче малти вырăнсене йышăннă Мордва Республикинчи Анисия Кирдяпкинăпа Екатерина Медведева, Мускаври Лина Калуцкая тата тĕрлĕ регионти паллă спортсменкăсем тухрĕç. Йывăр дистанцин çуррине çитиччен малта ирçе хĕрĕ Анисия Кирдяпкина тата Муркаш районĕнчи Вера Соколова пулчĕç. Финиша çитеспе, çур çухрăм юлсан, Вера ывăннине нимĕн чухлĕ те туймасăр малта хăвăрт та çăмăллăн утрĕ. Раççей спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕ, тĕнчен экс-рекордсменки Вера Соколова дистанцие 1 сехет те 26 минут та 17 çеккунтра вĕçлесе çĕршыв чемпионкин ятне улттăмĕш хут çĕнсе илчĕ. Иккĕ¬мĕш вырăн йышăннă хÿхĕм Анисия Кирдяпкина пирĕн Верăна 17 çеккунт выляса ячĕ.
Комментари хушас