Раççее ĕненмеллех

23 Кăрлач, 2015

Сергей Лукьяненко писатель тĕрĕслĕхе ултавран уйăрма вĕренесси çинчен

«Хальхи вăхăтра чăн-чăн уçă вăрçă пырать, çарсемпе кăна усă курмаççĕ. Экономика тĕлĕшпе Раççее тахçан Совет Союзне пусмăрланă пекех хĕн кăтартаççĕ», - çирĕплетет Сергей Лукьяненко писатель.

Логика ăçта?

- Сергей, иртнĕ çул вĕçĕнче сирĕн черетлĕ «дозорлă» романăр кун çути курчĕ. Сирĕн персонажăрсенчен пĕрисем ыррине суйласа илеççĕ, теприсем - усала. Нумаях пулмасть ирттернĕ социологи тĕпчевĕ çапла çирĕплетет: Раççейре пурăнакансен 83 проценчĕ хăйсене ырă çын тесе шутлать. Раççей ыррине суйласа илет теме те пулать-и капла?

- Ку тĕрĕсех пуль тетĕп. Тĕнчери кирек хăш çĕршывра та çынсен ытларах пайĕ ыррине суйласа илет. Çав вăхăтрах ăна кашни çын хăй пĕлнĕ пек ăнланать. Пирĕншĕн ырă шутланни теприншĕн пачах та тĕрĕс мар пулăм пек туйăнать? Мĕн вăл ырă, мĕн вăл усал - ку ыйту сĕм авалтанпах çивĕч тăрать.

- Раççей - Украина - Анăç хирĕçтăрура вара кам тĕксĕм, кам çутă енче?

- Çутă енче çапах та эпир. Пĕтĕм Анăçа пĕр тĕспе çеç сăрлама юрамасть, паллах, анчах та вăл халь - усал ытамĕнче. Украина вара - политика вăййисемпе провокацисене пула нуша кураканни. Украинăн пĕтĕм проблемисем Украина - Раççей мар тесе пĕлтернĕ хыççăн пуçланчĕç. Украинецсем, çакă вĕсене Европăпа çывăхланма пулăшĕ тесе, пысăк тĕллев тытсах Раççейрен писме пикенчĕç. Анчах та Европа патне никам та çывхараймарĕ. Йышăнасах пулать - юлашки 20-25 çул хушшинче эпир Анăç цивилизацине кĕрес тесе хамăртан килнине пĕтĕмпех турăмăр. Çакна пурнăçа кĕртме пĕрре те çăмăл мар иккен.

Çулталăк каярах майданра Украина кĕçех Евросоюза кĕрет тесе шавларĕç, Евросоюзĕ вара питĕ чирлĕ. Асăннă пĕрлĕхе 40 миллионлă çĕршыва йышăнни ăна пăхса-тăрантарса усрама илнипе пĕрех пулĕччĕ. Эпир анăç тĕнчине тавар сутмалли рынок пек, вăл е ку политикăна пурнăçа кĕртмелли инструмент пек тата çутçанталăк ресурсĕсемпе пуян тăрăх пек кăна кăсăклантаратпăр. Нихăш çĕршыври нимле ăслă-тăнлă çын та хăйĕн ĕç халăхĕн çăкăрне туртса илме пултаракан конкурентсене ĕрчетмест.

- Нумаях пулмасть эсир Ванга ку чухне пулса иртекен ĕç-пуçсем пирки малтанах пĕлтерсе хунине шыраса тупни çинчен пĕлтертĕр...

- Эпĕ хам шÿтленине те çийĕнчех пĕлтертĕм. Манăн пачах та нимпе те çирĕплетмен, анчах çынсем шухăш-туйăмне тивĕçтерекен пĕр иккĕленÿсĕр ĕненме хатĕр информацие халăх еплерех йышăннине пĕлессĕм килчĕ. Çавăнпа та чылайăшĕ Крымпа Донецк пирки Ванга «малтанах каласа хунине» çăмăллăнах ĕненчĕ. Ку вăл çынсем хыпарсен юхăмне еплерех тишкерсе хакланине тишкернĕ эксперимент пулчĕ. Япăх тишкерсе хаклаççĕ-мĕн, мĕншĕн тесен, эпĕ хам шÿтлени çинчен уçăмлăн пĕлтернине пăхмасăрах Ванга Крым пирки тахçан мĕн калани çинчен чылай Интернет-ресурс пĕлтерчĕ.

Пĕтĕмлетÿсем паллă

- Хыпарсене тĕрĕс хаклама пĕлменшĕн çынсене айăплани тĕрĕсех мар-тăр. Пирĕн пуçăмăрсем çине пĕр чарăнмасăр тăкăнакан информаци юхăмĕнче тĕрĕссине ултавран уйăрма питĕ йывăр.

- Логика тенине шырасан, пит йывăрах та мар. Украинăра пулса иртнĕ чылай тискерлĕхе - майданри митинга хутшăннисене персе вĕлернине, Одессăра пурăнакансене йышлăн тĕп тунине, «Малайзи авиалинийĕсен» пассажирсем турттаракан «боингне» персе антарнине - тĕпчемен, уçса паман.

Çав самолетпа çыхăннă инкеке тĕпчессине çаплах тăсаççĕ, манăçа кăларма тăрăшаççĕ. Тĕрĕслĕхе пытарма хăтланни - куçкĕретех. Пĕр çулталăк иртрĕ пулин те çынсене майданра кам персе вĕлерни халĕ те паллă мар. Хăрушă! Ара, пĕтĕмпех питĕ пысăк хулара, полиципе хура халăх умĕнче пулса иртрĕ-çке! Эппин, асăннă преступленисене уçса пама Правительство шайĕнче чăрмантараççĕ, такамсене тĕрĕслĕх кирлĕ мар тесе те çирĕплетме юрать. Украина халăхне хальхи вăхăтра информаци тĕлĕшĕпе пусахласа лартнă, унтан зомби туса хунă. Пĕртăван Стругацкисен «Обитаемый остров» романне аса илсен çакнашкал çирĕплетме пулать: кунта пайăркасем сапалакан башньăсем çынсене минретес тĕлĕшпе ырми-канми ĕçлеççĕ. Информацин çакнашкал авăрĕнче пулнă хыççăн мĕнлерех пĕтĕмлетÿ тума пулать? Ман шутпа, вăл пĕтĕмлетÿсем пуриншĕн те паллă.

- Китай ăсчахĕсем «Улшăнусен саманинче пурăнма Турă ан хуштăр сире» тесе çирĕплетнĕ. Пирĕн вара пурăнма тивет. Ванга кăна мар, чылай фантаст-çыравçă ÿлĕмрен мĕн пуласси çинчен малтанах пĕлтерме хăтланаççĕ. Пирĕн пурнăçа еплерех улшăнусем лайăхлатасси пирки, тен, эсир пире пĕлтерĕр?

- Хальхи вăхăтра чăн-чăн уçă вăрçă пырать, çарсемпе кăна усă курмаççĕ. Экономика тĕлĕшпе Раççее тахçан Совет Союзне пусмăрланă пекех хĕн кăтартаççĕ. Нефть хакĕпе усă курса пусмăрлаççĕ. Нефть хакне чакарни никамшăн та усăллă мар. Ăна туса илекенсене - уйрăмах. Çапах та хаксене хăш-пĕрисем хăйсен интересĕсене шута хумасăр чакараççĕ. Паллах, Сауд Аравийĕ Раççее сăтăр тăвас тĕллевлĕ мар. Пĕтĕмпех тĕнчери чи хăватлă та пуян çĕршыв - Америка - Раççее тĕп тăвас тĕллев тытнăран çак патшалăх çине пысăк витĕм кÿнинчен килет. Çапах та экономика тĕлĕшĕпе Раççее никам та тĕп тăваймĕ.

- Апла пулсан мĕнрен хăрамалла пирĕн?

- Пĕртен-пĕр проблема - халăха юри, ятарласа пăлхантарни. Мĕншĕн - юри, ятарласа? Мĕншĕн тесен пире чăннипех пысăк проблема - чухăнлăх, выçлăх тата пĕтĕмпех юхăнса çитни - шайне антарма пулмастех. Телее - пирĕн çĕршывăмăр, тĕпрен илсен, хăй тĕллĕн пурăнать, пирĕн валли тавара сутмашкăн ытти рынок та пайтах. Çапла, пурнăç шайĕ чакатех. Анчах та хăçан та пулсан нефть йÿнĕ пулни Америкăшăн та сиенлĕ пулатех. Енчен те пирĕн халăхăмăр ăслă-тăнлă пулсан, йывăрлăхсене тÿсме пултарсан, енчен те влаç пĕлсе те ăнăçлă ĕçлесен, экономика вăрçине пула йăтăнса аннă йывăрлăхсемпе тухăçлă кĕрешсен пире ытлашши йывăр та пулмĕ. Пачах урăхла - йÿнелнĕ тенкĕ хамăрăн производствăпа промышленноçа аталантарма май парать. Çакна пулах Голландирен илсе килекен белок концентратне мар, хамăрăн сĕте туянма меллĕрех пулĕ.

Енчен те эпир вăхăтлăх йывăрлăхсене тÿсейсен, Раççейре провокаторсем тĕрлĕ «майдансем», пăлхавсем йĕркелемесен экономика вăрçи вĕçленетех. Анăç тĕнчи хăйне пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулнă чухнехи пек тытĕ, ахăр самана мĕне пула пуçланнине манас тейĕ. Экономика хутшăнăвĕсем тепĕр хут çирĕпленĕç, нефть хакĕ ÿсĕ. Эпир вара çак лару-тăруран ытларах аталаннă промышленноçпа, вăйланса та кĕрнекленсе, тен, кăштах ăсланса та тухăпăр. Анчах та çакăн пек пултăр тесен пирĕн пурне те пырса тивекен йывăрлăхсен тапхăрĕнче пурăнакан курма тивĕ. Влаçăн ку чухнехи тĕп тивĕçĕ - халăх пурнăçне ытлашши япăхлатса ярас мар тĕллев тытса социаллă хÿтлĕх хатĕрĕсемпе питĕ пĕлсе усă курасси. Пире тулаш енчен тапăнса çĕнтерме çук, пире шалтан тапăнса кăна çĕнтерме пулать.

2014 çул пĕр вăхăтрах питĕ кăткăс та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Эпир пурсăмăр та иртнĕ çул нумай иллюзирен хăтăлтăмăр - тĕнчери хамăр вырăнăмăр пирки тата пирĕн çĕршыва еплерех хаклани çинчен тĕрĕс мар шухăшлама пăрахрăмăр. Иллюзисенчен тасалма яланах йывăр. Çапах та, тепĕр тесен, айтăр-ха çакна аса илер: 2014 çулта пирĕн йышăмăра 2 миллион çын хушăнчĕ, Раççее Крым таврăнчĕ. Унта пурăнакан çынсем Раççее ĕненчĕç, хăйсен пуласлăхне суйласа илчĕç. Апла пулсан пирĕн та Раççее ĕненмеллех.

Чăвашла В.ТУРКАЙ куçарнă.

«Аргументы и факты» 2015 ç., 3 /.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.