Пысăк тухăçлă ĕçе вырнаçма професси хатĕрленĕвĕ çÿллĕ шайра пулмалла

24 Çĕртме, 2014

Рынокри лару-тăрупа паянхи кăларăмра Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи Сергей Петрович Димитриев паллаштарать.

- Сергей Петрович, ĕç рынокĕнчи лару-тăру чылай чухне экономика аталанăвĕн шайĕпе çыхăннине час-часах палăртатпăр. Экономика тытăмĕн хăш пулăмĕ ăна ытларах витĕм кÿнипе паллаштараймăр-ши?

- Республика экономикине сăнлас тĕллевпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Регионсем - вĕçĕмсĕр килĕштерсе ĕçлесси» Шупашкарти VII экономика форумĕн 2014 çулхи çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнчи пленарлă ларăвĕнче тухса каланă сăмахсене илсе кăтартатăп. «Республика тăнăç регион пулнипе палăрса тăрать. Çĕнĕ предприятисем уçмашкăн пирĕн май çителĕклех. Тĕслĕхрен, çак кунсенче «Аккондра» кондитер изделийĕсен çĕнĕ техника линийĕ, çавăн пекех «ЭКРА», «Бреслер» НППсенче, «ЭкоКлинкерта», «Хĕвелте» çĕнĕ производствăсем хута яма палăртнă», - терĕ вăл.

Çакна Чăваш Ен кăтартăвĕсем аван çирĕплетеççĕ: социаллă пурнăçпа экономикăри лару-тăру ăнăçлă аталаннă май предприяти-организацире çынсене ĕçпе тивĕçтерессин тăнăçлăхĕ кал-кал пырать. 2014 çулхи кăрлач-çу уйăхĕсенче промышленноç производствин ÿсĕмĕ иртнĕ çулхи çав тапхăртипе танлаштарсан 104,7 процента çитнĕ. Транспорт хатĕрĕсемпе оборудовани /141,7 процент/, целлюлозăпа хут, издательствăпа полиграфи /113,8/, тимĕр шутланман минерал продуктсем хатĕрлес /112,2/, йывăç тата унран издели тăвас /110,4/, электрооборудовани, электрон тата оптика оборудовани кăларас /108,8/ ĕç-хĕлте çитĕнÿсем тата курăмлăрах. Республикăри производство кăтартăвĕсем ÿссе пыни техника тата технологи тĕлĕшĕнчен çĕнĕлĕхсем кĕртнипе, çавăн пекех Чăваш Республикин 2020 çулчченхи тапхăрти социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн Стратегийĕнче палăртнă инвестицин приоритетлă проекчĕсене пурнăçа кĕртсе пынипе çыхăннă. Ĕç тухăçне пысăклатас тата шалăва хăпартас тĕллевлĕ çак мероприятисем эффективлă мар вырăнсене тата пĕчĕк квалификациллĕ ĕç вăйĕ ыйтассине чакарма май панипе пĕрлех профессин пысăк компетентлă специалисчĕсем валли çул уçма пулăшаççĕ. Ĕçлев службин органĕсен ваканси банкĕнче паянхи кун тĕлне рабочисем валли 19 пин пушă вырăн пуррине пĕлтернĕ, вĕсенчен 15 проценчĕ ытла пысăк тухăçлисен шутне кĕрет. Республикăри чылай предприятие халĕ квалификациллĕ рабочи кадрĕсем кирлĕ. Ĕç паракансем инженерсене, строительсене, информаци технологийĕн сферин специалисчĕсене ытларах ыйтаççĕ.

Аса илтеретĕп, пысăк тухăçлă ĕç вырăнĕсене Росстат çирĕплетнĕ меслетлĕхпе статистика органĕсем палăртаççĕ. Ăна шутламашкăн экономикăн тишкерекен секторĕ хăшĕ пулнине кура икĕ тĕп критерипе усă кураççĕ: производство тытăмĕн чылай секторĕ - çав шутра производство ĕçĕ-хĕлĕн çÿлерех асăннă тĕсĕсем - тĕлĕшпе ĕç тухăçлăхне, пулăшу енĕпе /медицина, вĕренÿ, финанс, коммуналлă пулăшу тата ытти/ ĕç укçин шайне тĕпе хураççĕ.

Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх - республикăри организацисенче 2013 çулта пысăк ĕç тухăçĕллĕ 145,7 пин вырăн пулнă. Пирĕн хутлăхра ĕç тухăçлăхне ÿстерес, пысăк ĕç тухăçĕллĕ вырăнсем йĕркелес тата вĕсене модернизацилес енĕпе пурнăçламалли мероприятисен планне туса хатĕрленĕ. Ăна ĕçе кĕртес тĕллевпе Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби центрсене ЧР Экономика министерстви сĕннипе хатĕрленĕ пысăк тухăçлă вырăн пур организацисен суйласа илнĕ переченьне ярса панă. Хальхи вăхăтра ĕçлев центрĕсем çакнашкал вырăн пур предприятисемпе килĕштерсе ĕçлессине йĕркеленĕ. Чăваш Республикинчи организацисене ĕçсĕр шутланакансен йышĕнчи граждансенчен хăйсене кирлĕ специалиста вĕрентмешкĕн сĕнсе 50 ытла çыру çитернĕ.

Хальхи вăхăтра Комсомольски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçсĕр гражданина «Кооператор» ОООна вырнаçтарас тĕллевпе котельнăй операторĕн специальноçне вĕренме янă, «Акконд» ООО /Канаш хули/ валли - пекаре, ВНХМ филиалне /Çĕнĕ Шупашкар хули/ электрогазосварщика йышăнмашкăн ĕçсĕрсене ăсталăх илмешкĕн вĕрентме палăртнă.

Çĕмĕрле хулинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçсĕр граждансене «Çĕмĕрлери ятарлă автомобильсен завочĕ» АУОна вырнаçтарас тĕллевпе вĕсене çулталăкĕпех профессие алла илтересшĕн. Шупашкар хулинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр троллейбус управленийĕпе тунă Килĕшÿ тăрăх 7 водителе специальноç илме пулăшмалла. Хальхи вăхăтра вĕсем транспорт тата строительство технологийĕсен техникумĕнче пĕлÿ илеççĕ.

Асăннă мероприятие ĕçсĕр граждансем валли професси тата профессин хушма вĕренĕвне йĕркелеме уйăракан укçа-тенкĕ шучĕпе финанслаççĕ. Ĕçпе тивĕçтерекенсем ыйтакан техника заданийĕпе килĕшÿллĕн пĕлÿ учрежденийĕсене конкурс тăрăх суйласа илеççĕ.

- Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби республикăри тухăçлă ĕç вырăнĕллĕ ваканси сĕнекен пысăк предприяти-организацирен хăшĕнпе çыхăну тытать тата ĕç паракансем унта вырнаçас текенсенчен çирĕп ыйтаççĕ-и?

- Чи малтанах çакна палăртатăп: çыхăну тытмашкăн ĕç паракансен пысăк йышне хутшăнтарасси тата предприятисен кадр службисемпе партнер хутшăнăвĕсене çĕнĕлле йĕркелесси ĕçлев органĕсен приоритетлă тĕллевĕ пулса тăрать. Хăйсене кирлĕ специалистсене суйламашкăн ĕçлев службинчен пулăшу ыйтакансен йышĕ 2013 çулта ĕç паракансен пĕтĕм хисепĕн 14 проценчĕпе танлашнă /Раççей Федерацийĕнче - 6,1/.

Эпир чылай предприяти-организаципе, пĕчĕк бизнес представителĕсемпе тата ыттисемпе çыхăну тытатпăр. Паллах, Чăваш Республикин экономикине аталантаракан тата социаллă тăнăçлăх кÿрекен пысăк организацисем халăха ĕçпе тивĕçтермелли мероприятисене пурнăçа кĕртес енĕпе яваплă та шанчăклă социаллă партнер шутланаççĕ. Вĕсен шутĕнче - «Химпром» /управляющи директор - Е.Колесников/, «Акконд» /генеральнăй директор - В.Иванов/, «В.И.Чапаев ячĕллĕ ЧПО» /генеральнăй директор - М.Резников/, «Шупашкарти строительство материалĕсен завочĕ» /генеральнăй директор - Э.Балыбердина/, «Шупашкарти агрегат завочĕ» /исполнительнăй директор - К.Марков/ АУОсем, «Промтрактор-Промлит» /исполнительнăй директор - Ю.Костромичев/, «НПП «ЭКРА» /генеральнăй директор - О.Саевич/ ОООсем тата ыттисем. Вĕсем служба органĕсем янипе пынă çынсене пысăк тухăçлă çĕре вырнаçмашкăн тăтăшах пулăшаççĕ. Çакна палăртмалла: ĕç паракансемпе пĕрле вакансисем пирки вăхăтра хыпарлассине кал-кал йĕркелеме пултартăмăр. Паянхи кун тĕлне ĕç кадрĕсен тата специалистсен куçăмĕ пирки 1860 организаци /кашнинче 35 çын ытла тăрăшать/ информацие уйăхсерен çитерет.

2014 çулхи кăрлач-çу уйăхĕсенче халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин органĕсем пулăшнипе 15 пин ытла çынна вырнаçтарнă. Ĕç паракансен вакансийĕ тăрăх 76-шне - «В.И.Чапаев ячĕллĕ ЧПО» АУОна, 60-шне - «Химпром» АУОна, 42-шне - «Промтрактор-Промлит» ОООна, 40-шне - «Акконд» АУОна, 23-шне - «Шупашкарти строительство материалĕсен завочĕ» АУОна, 23-шне «Шупашкарти агрегат завочĕ» АУОна илнĕ.

Граждансене тивĕçлĕ шалуллă ĕçе кĕске хушăрах тупма пулăшас тĕллевпе Чăваш Ен халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби Чăваш Республикин 2020 çулчченхи тапхăрти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн Стратегине кĕртнĕ инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртнипе уçнă çĕнĕ ĕç вырăнĕсен хисепĕ пирки ЧР Экономика аталанăвĕн министерстви хатĕрленĕ информаципе пуçаруллă усă курать. Çав проектсенчен хăшĕ-пĕрне кăна асăнатăп: хĕвел модулĕсен производствин предприятине /«Хĕвел» ООО/, лизин тата унпа çыхăннă выльăх апатне кăларакан производствăна /«ЧăвашАгроБио» АХО/ йĕркелени, производство корпусĕсене реконструкцилени тата çĕнетсе улăштарни /«Акашевская» чăх-чĕп фабрики» ООО/, «Чăваш Ен этносĕ» турист-рекреаци кластерĕ туса хуни, Шупашкар хулинчи «Олимпийский» стадионта пăр кермен çĕклени тата ытти те. Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх - 2014 çулхи пĕрремĕш кварталта хушма çĕнĕ ĕç вырăнĕсем 1000 ытла хатĕрленĕ.

Ĕç шыракансенчен професси хатĕрленĕвĕ тата компетенцийĕ тĕлĕшпе чăнах та çирĕп ыйтаççĕ. Ман шухăшăмпа - çакă хальхи экономикăна ÿсĕмлĕ аталантармалли ырă туртăм пулса тăрать. Производствăна компьютерпа йĕркелесе тăмалли çĕнĕ технологисем пурнăçа кĕреççĕ, хальхи йышши информаци технологийĕсемпе усă курса тивĕçтерекен пулăшу йĕркелеççĕ, ял хуçалăхĕн пысăк тухăçлă техники харăсах темиçе ĕç тума пултарать - вăрлăх акать, çĕр хатĕрлет, тыр-пула пухса кĕртет тата ытти те. Самана ыйтнине тивĕçтермешкĕн тата карьера тĕлĕшĕнчен çĕкленес тесен професси пĕлĕвне пуянлатса тăмалла, компетенци шайне ÿстермелле, çĕнетсе пымалла, тивĕçе пурнăçлакан, йĕркене пăхăнакан специалист пулмалла.

- Чăн та, хальхи çамрăксем харăсах темиçе профессие вĕренмешкĕн талпăнаççĕ. Ĕç паракансен хушшинче те хăйсен çыннисене фирмăрах вĕрентессине йĕркелекен пур. Сирĕн служба граждансене ĕç рынокĕнчи конкуренцире тупăшас пултарулăха ÿстерме пулăшаять-и?

- Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби инвестици проекчĕсемпе килĕшÿллĕн производствăна модернизацилекен тата реструктуризацилекен предприятисене хăйсен кадрĕсене ăсталăха ÿстерес тĕллевпе професси вĕренĕвне маларах ямашкăн пулăшма пултарать. Организацире тăрăшакансемшĕн вĕренÿ - пĕлĕве пуянлатни, тупăшма пултараслăха вăйлатни, ăсталăха туптани. Шăпах çакăн пек пахалăхлă çынсем кирлĕ ĕнтĕ çĕнетсе улăштарнă тата пысăк тухăçлă вырăнсенче вăй хумашкăн.

2014 çулта Чăваш Республикинчи модернизаци тата технологи аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен канашăн ушкăнĕ сĕннĕ Шупашкарти предприятисенчи - «Промтрактор», «В.И.Чапаев ячĕллĕ ЧПО» АУОсем, «Промтрактор-Промлит», «Яхтинг» ОООсем йышшисенчен - 300 ытла çынна профессие маларах вĕренме ямалла.

Вĕсем панă заявкăсем тăрăх - вĕренĕве çак профессисем тăрăх йĕркелеççĕ: рулон тата уйрăм материалсенчен тăрă витекен /кровельщик/, мост типлă крансен крановщикĕ, стропальщик, ГПМ юсакан тата техника тĕлĕшĕнчен пăхса тăракан слесарь, газ оборудованийĕ эксплуатацилекен тата юсакан слесарь, техника кăмакисен кочегарĕ, компрессор установкисен машинисчĕ, электрогазосварщик тата ытти.

 

Тĕслĕхрен, «Промтрактор» АУО хальхи вăхăтра республикăшăн пĕлтерĕшлĕ инвестици проекчĕсене - 3 тата 4 типлă комбайнсен, промышленноç бульдозерĕсен тата крансен - трубоукладчиксен, гусеницăллă экскаваторсен /фронтальнăй/ погрузчикĕсен производствине йĕркелессипе çыхăннисене - пурнăçлать. Рабочи профессийĕпе квалификаци шайĕпе йышăнакан вырăн ыйтнине çынсем тивĕçтерме пултарччăр тесе предприяти ертÿлĕхĕ Шупашкар хулинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа хăйсен специалисчĕсене маларах вĕрентмешкĕн килĕшсе татăлнă. 2014 çулта 112 рабочие кран машинисчĕн, бульдозер водителĕн, техника кăмакин кочегарĕн специальноçне - пĕтĕмпе 11 профессие вĕрентсе кăлармалла. 20 инженерпа техникăн квалификацине конструктор тата технологи программисем тăрăх ÿстермелле, çапла майпа вĕсене проектлама, производство процесне, ресурссене тăкакланине контрольлеме, туса кăларакан продукци пахалăхне тĕрĕслеме тата ăна вырăна çитерме хутшăнтармалла. Хальхи вăхăтра «Промтрактор» АУОн 35 ĕçченĕ вĕренÿре, вĕсенчен 9-шĕ - специалист.

«Яхтинг» фабрика ĕç тата ятарлă атă-пушмак рынокĕнче 10 çул ытла ăнăçулăхпа палăрса тăрать, уйăхсерен 50 пин мăшăр туса кăларать. Модельсен тĕсĕ 150-ран иртет. «Тир-сăран завочĕн строительстви», «Халăх валли кулленхи тата треккинг пушмакĕ туса кăларассине йĕркелесси» инвестици проекчĕсене пурнăçлани пысăк тухăçлă вырăнсем йĕркелеме хистет, вĕсенче вара професси ыйтнине тивĕçтерекен специалистсен вăй хумалла.

Çынсен профессипе квалификаци шайне ĕç вырăнĕ ыйтнипе пĕр килтерес тĕллевпе предприяти ертÿлĕхĕ Шупашкар хулинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа профессие маларах вĕрентмешкĕн Килĕшÿ тунă. 2014 çулта 30-шне çĕвĕç тата ЭВиВМ операторĕ специальноçне хăнăхтарма палăртнă. Хальхи вăхăтра асăннă предприятире ĕçлекен 10 çĕвĕç «ЭВиВМ операторĕ» программăпа квалификацие Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин вĕрентÿпе методикăн «Аспект» центрĕнче ÿстернĕ. «Яхтинг» ОООра компьютер класĕ туса хунă, çавна май çынсем производствăран уйрăлмасăрах вĕренме пултарнă. Профессин хальхи компетенцийĕ вĕсене техникăн çĕнĕ шайĕллĕ операцисем пурнăçлама май парĕ.

Ĕçлев службин органĕсем кăçал професси вĕренĕвне 3 пин ытла гражданина, çав шутра - ĕçсĕрсене, ачана 3 çула çитиччен пăхмашкăн отпуск илнĕ хĕрарăмсене, ĕçлес тĕллевлĕ пенсионерсене, граждансен ытти категорине яма пăхнă. Вĕсене республикăри ĕç рынокĕ ыйтакан профессипе тата специальноçпа пĕлÿ параççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.