Пысăк шăмăсен эндопротезированийĕн ыйтăвĕсемпе канашларĕç

Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕнче «Пысăк сыпăсене улăштарассипе çыхăннă ыйтусем» темăпа Регионсен хушшинчи IХ ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ.

Раççейĕн чылай регионĕнчен тата ют çĕршывсенчен пухăннă ăслăлăх сотрудникĕсемпе врачсем травматологипе ортопедин пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç, маçтăр-классенче пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç. Конференци хăнисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов саламларĕç.

Регионсенчи тухтăрсен ĕçлĕ сыхăнăвĕсем çирĕпленсе пынине палăртма кăмăллă. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашса вĕсем пациентсене пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермелли мелсене алла илеççĕ, сиплев пахалăхне ÿстереççĕ.

Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, Чăваш хутлăхĕнче сывлăх сыхлавĕ çулсерен аталанса пырать, унсăр пуçне халăха сывă пурнăç йĕркине тытса пымашкăн хăнăхтарни ырă витĕм кÿрет: республикăра пурăнакансен 40 проценчĕ ытла спортпа туслă. Ĕç коллективĕсенче сывлăха сыхлассине тивĕçлипе хакласа тĕрлĕ мероприятии ирттереççĕ. «Скандинавсен уттипе» ÿт-пĕве тĕреклетекенсем йышланса пыраççĕ.

Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕ — кăтартуллă учрежденисенчен пĕри. Кунта пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе анлă усă кураççĕ. Хăнасене паллаштармалли çĕнĕлĕхсем те сахал мар. Нацин «Сывлăх» проекчĕпе уçнăскер, малтанхи вăхăтра 1000 пациента йышăннă тăк, хальхи вăхăтра вунă хут ытларах.

«Чăваш çĕрĕ сирĕн кăмăлăра çĕклессе, анлă Атăл енчен варкăшакан таса сывлăш хавхалану кÿрессе шанатăп. Сывлăх сыхлавĕн ăсчахĕсен сиплеве пахалăхлă таварĕсемпе тата пулăшăвĕсемпе тивĕçтересси иккĕлентермест. Çакна çирĕплетекен ырă тĕслĕх — Николай Николаев ертсе пыракан центрăн пултаруллă та пуçаруллă коллектитвĕ. Тавах сире пархатарлă та сăваплă ĕçĕршĕн. Ăнăçу çулне ăнтăлупа такăрламалла пултăр»,— терĕ республика ертÿçи конференцие пухăннисене ăнăçу сунса.

Олег КАПЛУНОВ, медицина наукисен докторĕ, Волгоград хули:
— Пĕрле пухăнса канашлани пациентсене сиплессине лайăхлатма май парать/ Шупашкарти центрта вĕренмелли, ăса хывмалли ырă мел сахал мар. Волгоград хулинчи центрăн сиплевçи пулнă май хамăр çитĕнÿсемпе конференцире паллаштарас терĕмĕр.
Эпĕ ортопедипе травматологи практикинчи венозлă тромэмболит йывăрлăхĕсене профилактикăлас тата сиплес т.л.шпе пухнă опыт çинчен каласа пани ĕçтешсене чăннипех интереслентернине вĕсен ыйтăвĕсенченех туйса илтĕм...

 

Валентина СМИРНОВА. Cap.ru порталти сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас