Пысăк пĕлтерĕшлĕ энциклопеди

9 Раштав, 2014

Наци библиотекинче декабрĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Журналистсен союзĕн пысăк проекчĕн - «Энциклопедия чувашской журналистики и печати» кĕнекен - презентацине ирттерме палăртнă.

Ку кĕнеке - массăллă информаци хатĕрĕсен, издательствăсен, полиграфи предприятийĕсен, информаци агентствисен историне, аталанăвне, хальхи вăхăтри пурнăçне, ĕç-хĕлне халалланă пĕрремĕш энциклопеди кăларăмĕ. Республикăра халĕччен кун пекки кун çути курман. Кĕнекере XX ĕмĕр пуçламăшĕнчен тытăнса паян кунччен ĕçлекен хаçат-журнал, телекăларăмсем, радиостанцисем тата пичет ĕçĕпе çыхăннă ытти предприяти-организаци çинчен çырса кăтартнă. Чылай журналист, издатель, полиграфист пултарулăхĕпе уйрăм статьяра паллаштарнă.

Раççейĕн ытти регионĕнче чăвашла тухса тăракан кăларăмсем - «Канаш» /Чĕмпĕр/, «Сувар» /Хусан/, «Тăван» /Тюмень/, «Урал сасси» /Пушкăртстан/, «Нева сасси» /Санкт-Петербург/, «Самар ен» /Самар/ хаçатсем тата ытти радиопа телекăларăмсем - пирки те манман. Республика тулашĕнче пурăнакан йăхташăмăрсем тăван чĕлхене, культурăна сыхласа хăварассишĕн тăрăшаççĕ, вĕсен тăван чĕлхепе вулас туртăмĕ пысăк.

Проектăн авторĕ тата ертÿçи - Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.Комиссаров. Кăларăма хатĕрлекенĕсем - В.Зырянов, В.Комиссаров, Н.Осипова. Энциклопеди кăларăмĕ кун çути курни чăваш журналистикинче пысăк пулăм шутланать. МИХ ĕçченĕсенчен, журналистика факультечĕн преподавателĕсенчен кĕнеке пирки ырласа калаçнине сахал мар илтнĕ. Урал патшалăх университетĕнчен те ЧР Журналистсен союзне ырă сăмахсем çитрĕç.

 

Н.ОСИПОВА

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.