«Пысăк энергетикăри» экскурси
Çук, персе пăрахмаççĕ, анчах «сулахаялла-сылтăмалла пĕр утăм та тума юрамасть», «кнопкăсене ан пусăр, вентильсене ан çавăрăр» - çакăн пек «хаяр» инструктажран пуçланчĕ Чăваш патшалăх университечĕн энергетикăпа электротехника факультечĕн студенчĕсен Шупашкарти 2-мĕш ТЭЦри экскурсийĕ.
Усă - икĕ енлĕ
Ăшă электростанцийĕ - режимпа пурăнакан объект, ытти чух кунта ют çын кĕреймĕ. Çавна май «ТГК-5» АУОн Мари Элпа Чăваш Енри филиалĕ декабрĕн 22-мĕшĕнче паллă тăвакан Энергетик кунĕ умĕн çуллен студентсемпе шкул ачисем валли Уçă алăксен кунĕсене ирттерни чăннипех лайăх. Кăçал та çаплах пулчĕ.
Тепĕр тесен пулас энергетиксем ют çынсем-и вара? Станцин техника директорĕ Сергей Столяров та /сăнÿкерчĕкре/ авă вĕсемпе «хисеплĕ ĕçтешĕмсем» тесе калаçать. Çакнашкал çывăх хутшăну энергокомпани филиалĕ ЧПУпа алла-аллăн ĕçленипе те сăлтавланнă ĕнтĕ.
- Çамрăксемшĕн çак тĕлпулусем пулас профессипе паллашма май параççĕ, - тет филиалăн тĕп инженерĕ Андриан Тимофеев, - эпир вĕсене суйласа илнĕ профессире çирĕпленме пулăшатпăр, мĕншĕн тесен пирĕн отрасле пултаруллă кадрсем кирлĕ. ВУЗпа çыхăну тытасси çак тĕлпулусемпе кăна иксĕлмест. Энергетик специальноçĕсемпе вĕренекен студентсем çуллен пирĕн патра практикăра пулаççĕ. Кăçал та аслисен опычĕпе 30 ытла яшпа хĕр паллашрĕ. Студентсен хушшинче стипендисен, диплом ĕçĕсен конкурсĕсене ирттеретпĕр, çакă та çирĕп пĕлÿ илме, чи маттуррисене энергетикăна илĕртме пулăшать.
Çулленех ĕнерхи темиçе студент станцие ĕçе вырнаçать. «Университетра хăйĕнче те пирĕн ĕçтешсене хапăл», - шÿтлеççĕ ТЭЦра Уçă алăксен кунĕнче хăйĕн студенчĕсене кунта ертсе килнĕ Евгений Полевой çине тĕллесе. Евгений Никитович халĕ ВУЗра вĕрентет, унччен вара энергетика ветеранĕ ТГК-5 филиалĕн тĕп инженерĕ пулнă.
Станцин экскурсовод рольне хăйĕн çине илнĕ директорĕ вара хăнасене хурансемпе турбинăсен цехне ертсе кĕрет. Çамрăксенчен ытларахăшĕ кунашкал производствăра пирвайхи хут: вĕсем тĕлĕнсе «ух, мĕнешкел!», «ак еплерех кунта!» тени оборудовани хăлхана хуплакан шавпа ĕçленине пăхмасăр аван илтĕнет. Хăрамастăр-и? «Нимĕн чухлĕ те! - хуравлать иккĕмĕш курсра вĕренекен Ольга Кузьмина. - Чăн та, карлăк урлă аялалла тинкерсен чун вырăнта мар!» Çапла ĕнтĕ, çак хурансен çÿллĕшĕ 40 метр вĕт - 12 хутлă çурт пек. Сăмах май, энергетик хĕрарăм профессийĕ мар тесе кам каланă? Каска тăхăнни Ольăна питĕ килĕшет...
«Энергиллĕ» пăс
Шăпах çакăнтан, хурансенчен, энерги производстви пуçланать теме пулать. Кунта çунтаракан газ /пилĕк хуранран кашни сехетре 42 пин кубометр газ çунтарать/ хĕрÿлĕхĕпе хурансенчи шыв вĕреме кĕрет, унăн 560 градуслă пăсĕ турбинăсем çине каять, ăнлантарать Сергей Дмитриевич. Вăл пысăк пусăмпа ротор çуначĕсем çине «вĕрнĕ» май вĕсене çавăрать, çак çаврăм генератора куçать - электричество пулать. Пăс усси çакăнпа кăна вĕçленмест-ха: вĕри шыва çаврăннă май вăл хулари хваттерсене çитсе вĕсене ăшăтать.
Питĕ ансат пек, анчах çакăн хыçĕнче потребительсене электричествăпа тата ăшăпа тивĕçтермелли яваплăх пĕрлештерекен йышлă коллективăн мĕнешкел пысăк ĕçĕ тăнине энергетиксем хăйсем кăна пĕлеççĕ-тĕр. Халĕ кунта хăнара пулнă студентсем те пĕлеççĕ. Тепĕр тесен вĕсем пулас профессие ăнсăртран суйласа илмен - ăçта тата мĕншĕн каяссине пĕлеççĕ. Калăпăр, пĕрремĕш курсра вĕренекен Владимир Мамышев кунта килсе курнăшăн савăннине пытармасть, ашшĕн çулĕпе утать иккен - шăпах вăл, Çурçĕрте ăшă энергетикинче вăй хураканскер, çак отрасле кайма канаш панă.
Тепĕр объект - станцин управленин тĕп щичĕ. Шавлă КТЦ хыççăн кунта шăпах - ыйтусем пама та юрать. Вĕсем вара йышлă - кашнинех хуравларĕç. ТЭЦ-2 туса кăларакан электричество çĕршывăн пĕрлехи энергосистемине каять, анчах вăл таврари пысăк тата вăтам промпредприятисене пурне те тивĕçтерме çитет. Вĕсен шутĕнче - трактор тата агрегат завочĕсем, «Акконд», «Букет Чувашии» фабрикăсем, ыттисем. Пĕр самант: 2011 çулта станци хăйĕн пирвайхи энергоблокне хута янăранпа туса кăларнă электроэнерги калăпăшĕ хăйне евĕр чикĕ урлă каçнă - 50 млрд кВт сехет! Арифметика ансат: çак элекричество 100 ватлă 500 млрд лампочкăна çутма çитнĕ пулĕччĕ!
Ăшă энергийĕ тĕлĕшпе вара ТЭЦ-1 тата ТЭЦ-2 контурĕсене пĕрлештернĕ хыççăн та саппас пур. Асăннă проект 2-мĕш ТЭЦăн тухăçлăрах оборудованине туллинрех ĕçлеттерме, 60 çула яхăн ĕçлесе кивелнĕ 1-мĕш ТЭЦа чарма май панă. Саппас пур тăк мĕншĕн-ха хула Шупашкара ăшăпа тивĕçтерме нумаях пулмасть йышăннă схемăпа килĕшÿллĕн йышлă котельнăйсем тума ăнтăлать? «ТЭЦ-2 хăйĕн çине хушма тиев илме хатĕррине шута илсен тĕп хулан çакнашкал планĕсене эпир те ăнланаймастпăр», - тĕлĕнеççĕ энергетиксем.
Хĕл кĕтменлĕх пулмĕ
Студентсене хулана паракан ăшă температури те кăсăклантарать - «нивушлĕ хайхи 560 градус чухлĕ?« Вĕсене лăплантарчĕç: «Градуссем, паллах, чакаççĕ. Паян урамра 9 градус сивĕ, çавна май теплоноситель температури те 96 градус кăна. Тулта мĕн чухлĕ сивĕрех - хулана паракан вĕри шыв температури те çавăн чухлĕ пысăкрах. Ăна хула администрацийĕ палăртнă графикпа йĕркелесе пыратпăр - 70-тен пуçласа 150 градус таран. Чăн та, максимумпа нихăçан та усă курман. Пирĕн пăрăхсем 150 градуса тÿсĕç-ха - вĕсене шăпах çавнашкал температурăпа тĕрĕслесе пăхатпăр, анчах çуртсенчи кивелнĕ ăшă сечĕсем чăтайĕç-и?»
Икĕ сехет сисĕнмесĕрех иртрĕ - сывпуллашма вăхăт. Анчах çак çамрăксем кунта татах таврăнĕç-ха. Нумайăшĕ - практикăна, хăшĕсем - ĕçлеме. Станципе паллашнă хыççăн «эпир кунта ĕçлесшĕн» текенсем те пулчĕç. Çавна май ветерансем юлашки çулсенче професси сумĕ чакрĕ теме пăхаççĕ пулин те отрасльте ĕçлеме çын пулмĕ тесе пăшăрханни вырăнсăр пуль.
Çамрăксем валли ТЭЦра ĕç пур. Станцисем кивелни вăрттăнлăх мар - çĕнетмелле. ТГК-5 энергообъекчĕсенче пысăк проектсене пурнăçлаççĕ. Кăçал, сăмахран, Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш ТЭЦра 80 МВт хăватлă çĕнĕ турбинăна хута янă. Инвестици калăпăшĕ - 1,5 млрд тенкĕ патнелле. Халь вара энергетиксем сивĕсем килессе кĕтеççĕ - çивĕч тапхăр. Тепĕр тесен тĕп оборудование юсамалли программăна туллин пурнăçланă. Йошкар-Олари 2-мĕш, Шупашкарти 2-мĕш, Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш ТЭЦсенче 10 пăс турбинине, 12 хуран агрегатне юсанă. Чăваш Ен тĕп хулинче кивелнĕ 2 км, Йошкар-Олара 0,55 км трубопроводсене улăштарнă. «Эпир хĕле хатĕр, хамăрăн потребительсен умĕнчи обязательствăсене пурнăçлас енĕпе туллин вăй хурăпăр», - шантараççĕ ТГК-5 филиалĕн ертÿçисем.
Николай КОНОВАЛОВ
Комментари хушас