«Пысăк Атăл»

Темиçе çул каялла Шупашкарта «Пысăк Атăл» курав ĕçленĕччĕ. Регион шайĕнчи çак мероприятин кун-çулĕ кăсăклантарать. Ăна ăçта тата хăçан пĕрремĕш хут йĕркеленĕ? Чăваш художникĕсенчен камсем хутшăннă?

С.МИХАЙЛОВА.

Муркаш районĕ.

«Пысăк Атăл» - тĕрлĕ вырăнта иртекен тематика ÿнер куравĕ /1964-1991/, регион ÿнер куравĕ /1998 çултан/. Курава йĕркелеме 1960 çулта хатĕрленме пуçланă. Пĕрремĕш хут Раççейри пултарулăх коллективĕсене 10 зонăна /Инçет-Хĕвел тухăç, Çĕпĕр, Урал, Пысăк Атăл, Çурçĕр, Кăнтăр, Тĕп тата Хура мар çĕр, Хура çĕр крайĕ, Мускав тата Ленинград/ пĕрлештерсе 1964 çулта ирттернĕ.

Каярахпа вăл йăлана кĕнĕ мероприяти пулса тăнă, 3-5 çулта пĕр хутчен йĕркеленĕ. Зона куравĕсем çĕр-шывăн культура пурнăçĕнчи пысăк пулăм шутланнă. Тĕрлĕ хулара иртнĕрен унта темиçе миллион çын çитсе курнă. Курава тăратнă чи лайăх произведенисем вырăнти ÿнер музейĕсене пуянлатнă. Выставка вăхăтĕнче пултарулăх конференцийĕсем, ăсталăх класĕсем йĕркеленĕ, вĕсен ĕçне ăсчахсем, критиксем, художниксем хастар хутшăннă.

Пĕрремĕш «Пысăк Атăл» зона выставки Куйбышевра /1964/ иртнĕ. Унта Аçтăрхан, Волгоград, Чул хула, Кострома, Куйбышев, Сарă ту, Чĕмпĕр, Ярославль облаçĕсенчи, Калмăк, Мари, Тутар, Удмурт, Чăваш республикисенчи художниксем хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарнă. Чăваш Енри 14 автор 57 живопиç, скульптура, графика, хушма искусство произведенийĕсене кăтартнă. Иккĕмĕшĕ Волгоградра /1967/ иртнĕ. Унта 30 чăваш художникĕ 103 ĕçпе хутшăннă.

Улттăмĕш «Пысăк Атăл» Шупашкарта 1985 çулхи акан 25-мĕшĕнче Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн çĕнĕ çуртĕнче тата Мир проспектĕнчи курав залĕнче уçăлнă. Унта 850 автор хутшăннă, 3000 ытла ĕç тăратнă. Çакăн пек пысăк йыш малтан та, каярахпа та урăх пулман. Хальхинче 135 чăваш художникĕ 409 ĕçпе паллаштарнă.

Çиччĕмĕшне Хусан йышăннă /1991/. Вăл пач расна политика тата экономика лару-тăрăвĕнче уçăлнă. Выставка произведенисен тематики улшăннине кăтартса панă. Картинăсем сахалланнă. Экспозицире производствăра малта пыракансен сăнĕсем пулман. Художниксем тăван халăх историйĕ, наци культурин, тĕн темисене килĕштерме пуçлани палăрнă. Чăваш Ен искусствине 101 автор /260 произведени/ кăтартнă. Çиччĕмĕш «Пысăк Атăлăн» пĕр пайне Шупашкара та илсе килнĕ.

Çичĕ çул тăхтав тунă хыççăн 1998 çулта Чул хулара «Пысăк Атăл» регион ÿнер куравне йĕркеленĕ. Унта 85 чăваш художникĕ 220 произведени тăратнă.

Чăваш Ен художникĕсенчен мĕн пур зона /регион/ куравĕсене Р.Федоров, Н.Карачарсков /2003 çулсăр пуçне/, Н.Овчинников /2003 çулсăр пуçне/ хутшăннă.

Валентина БАГАДЕРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.